07 марта 2014 г.
РАЙОНТА социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса парас ĕçре çамрăксем пысăк вăй пулса тăраççĕ. Юлашки çулсенче вĕсене пĕрлештерсе тăракан çамрăксен Канашĕ те хăйĕн пĕлтерĕшне ỹстерсех пырать.
Республикăра пĕрремĕш хут çамрăксен Канашĕн чи лайăх эмблемин конкурсне йĕркеленĕ. Унăн условийĕпе килĕшỹллĕн 35 çул тултарман кирек мĕнле хастар та хăйĕн ăс-хакăл тата ỹнер творчествине тỹресем умне тăратма пултарнă. Çакнашкал тупăшуран Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи маттурсем те айккинче юлман _ комиссине ултă ĕç сĕннĕ. Вĕсем çаксем: Первомайски ял тăрăхĕнчи Т. Степанова, Тăрăн ял тăрăхĕнчи О. Федоськина, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнчи Ч. Вахитова, район администрацийĕн вĕрентỹ уйрăмĕнчи Т. Илюткина, район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламентĕнчи Д. Федоськин. Авторсем кашниех компьютерпа усă курса çамрăксен шухăш-кăмăлне, ĕмĕт-тĕллевне сăнарлакан паллăна хатĕрленĕ. Жюри членĕсем вара тупăшăва хутшăннă 28 ĕçрен пирĕн Ольга Федоськинан эмблемине чи лайăххи тесе йышăннă. Малашне республика çамрăкĕсен эмблеми çакă пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)