АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĕРИН çИТĕНĕВĕ ТЕПРИНЕ ХАВХАЛАНТАРАТЬ

07 марта 2014 г.

 _ Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ регион шайĕнчи "Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану" наукăпа практика конференцийĕнчен пирĕн районти Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулти 9 класри В. Васильева тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Лекарева "Тăван ен культури" тата "Истори" секцисенчен иккĕмĕш вырăнсемпе таврăнса савăнтарчĕç,_ пĕлтерет райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Л. Базунова.

_ Татьяна истори страницине çутатакан шкул дирекцийĕн приказĕсен кĕнекине тишкернĕ. Вĕренỹ çурчĕн 80 çулхи юбилейне хатĕрленнĕ май пĕр паха ĕç пулчĕ те.

Пуян страницăсем çырăнса юлаççĕ историне пĕрремĕш вăтам шкулта. Пурте вĕсем ăслăлăхпа, аталанупа, пултарулăхпа çыхăннă.

_ Шкулта 886 ача пĕлỹ пухать. Кашнийĕн тенĕ пекех хăйне майлă палăрса тăракан енĕ пурах. Пĕрисем тăрăшса вĕренеççĕ, теприсем спортра пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ, виççĕмĕшĕсем конкурссемпе олимпиадăсенче палăраççĕ. Район шайĕнчи олимпиадăсенче ку вĕренỹ çулĕнче 31 çĕнтерỹçĕ, 109 призер пулни савăнтарать. Тăрăшулăхне кура курăмлă ỹсĕмĕсем пур вĕренекенсен. Акă, иртнĕ çул пирĕн шкулти 4 ача Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнăччĕ. Кăçал çакнашкал савăнăç тăххăрĕшне çитрĕ. Пĕрин çитĕнĕвĕ теприне хавхалантарнăран пулатех-тĕр ăнăçу,_ тет директор çумĕ И. Терентьева.

Г. Мухутдинова, Т. Лекарева, Н. Каштанова, Д. Назаров вуннăмĕш, А. Кузнецова, Н. Терентьев, Е. Токмакова, Г. Калмыкова вун пĕрмĕш классенче вĕренеççĕ. Ытларахăшĕ пиллĕклĕх пĕлỹ пухаççĕ. Кашнийĕшĕ тĕрлĕ енлĕ профильпе аталанса пырать. Гузельпа Татьяна, акă, çивĕч ăслă ачасен Шупашкарти "21 вектор" лагерьте те пулчĕç. Г. Мухутдинова ОБЖпа тата литературăпа районти олимпиадăра мала тухрĕ.

Надя сочиненисене ăста çырма пултарать. 2013 çулта вăл "Черетлĕ вĕренỹ çулĕнче эпĕ мĕн çĕннине пĕлтĕм-ха?" эссе хатĕрлесе Раççей шайĕнчи дистанциллĕ олимпиадăра иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Дима информатика, физика, хими тата ытти предметсене çăмăллăн алла илет. Математикăпа регион шайĕнчи олимпиадăра призерсен шутне кĕчĕ. Анна вара çамрăксен "Молгород" форумне хутшăнса пур-нăç тĕллевне палăртрĕ. Хăйне кирлĕ предметсемпе тавра курăмне аталантармалли мелсене тупсах тăрать вăл. Николай пирки те уйрăммăн палăртса хăвармалли пур _ палăртнă тĕллевĕсене пурнăçлать, çĕнĕ темăна часах алла илет, физкультурăпа республика шайĕнче призерсен шутне кĕчĕ. Евгениян тимлĕхĕ те пысăк. Кружоксемпе факультатив занятийĕсене çỹресе ăс-тăнне тата та çирĕплетет хĕрача. Çакă ăна Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнма май парать. Гульнара вара тăрăшса вĕреннипе пĕрлех юрра-ташша, сăвă вулама ăста. Кирек хăш ĕçе те кăмăлтан пуçăнать, уроксене хатĕрленсе презентацисем сахал мар тăвать.

_ Вĕренекенсем çинчен нумай-нумай каласа пама пулать. Вĕсем кĕçĕн классенчен пуçласах харсăр. Пĕлỹ никĕсĕ унтах çирĕп хурăннă. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмаççĕ, ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче тă-раççĕ,_ тет директорăн пуçламăш классемпе ĕçлекен çумĕ Г. Краснова.

Ачасем пĕлỹ илес, вĕрентекенсем ăна ачасене парас тесе ĕçлеççĕ шкулта. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă хатĕрленмелли майĕсене тупсах тăраç-çĕ. Вырăс чĕлхипе, акă, В. Афанасьева ертсе пынипе О. Елкина, А. Гранатская, Е. Майрина педагогсем пĕрле вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе килĕ-шỹллĕн пĕлĕве тĕрĕслеме май паракан кĕнеке кăларчĕç.

Кашни учитель вĕренекенсене олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнтарма тăрăшать. Çавăнпа та пĕлĕвĕ тарăн кирлех. Стипендиатсем вара хăйсем те пуçаруллă. Вĕсем район шайĕнчисене çеç мар, республика, ун тулашĕнчи тупăшусене дистанциллĕ майпа та хутшăнаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика