АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсемшĕн пысăк инкек, хурлăх…

12 марта 2014 г.

 

МАРТĂН 10-мĕшĕнче ирхине тăхăр сехетсенче Çĕрпỹ районне кĕрекен аслă çул çинче хăрушă авари пулнă. Интернетри хыпар тăрăх çакă паллă: 56 çулхи ГАЗ _ 2705 водителĕ çулăн хирĕç килекен йĕрĕ çине тухнă та икĕ машина (тепĕр ГАЗ тата "Шевроле Клан") çине пырса кĕнĕ. Патăрьелĕнчен Шупашкара çỹрекен çăмăл кỹме салонĕнче çичĕ çын пулнă. Ашшĕ-амăшĕн чĕрçи çинче ларса пыракан икĕ çулти хĕр ачапа пĕррери арçын ача, 36 çулхи водительпе 65-ри хĕрарăм инкек пулнă вырăнтах куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă, 25-ри амăшĕ те тепĕр икĕ сехетрен больницăра вилсе кайнă. Йывăр суранлă çемье пуçлăхĕ реанимаци уйрăмĕнче.

Çанталăк çуркунне енне сулăнчĕ пулин те, ирхине çав-çавах сивĕ тăрать-ха, çулсем те пăрлă. Çавăнпа та водительсен, уйрăмах саккуна пăхăнса е пăхăнмасăр пассажирсемпе ĕçлекен шоферсен çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика