12 марта 2014 г.
Крымăн Аслă Канашĕн пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчи (унччен 30-мĕшĕнче ирттерме йышăннăччĕ) референдумĕнче икĕ ыйту _ Крым Украинăн 1992 çулхи Конституцийĕ патне таврăнĕ-и е Раççей йышне субъект шучĕпе кĕме йышăнĕ-и? _ кĕртме сĕннĕ.
Крым парламенчĕ иккĕмĕшне суйласа илнĕ. Аслă Канаш Председателĕ Владимир Константинов: "Паянхи йышăнăва депутатсем пĕтĕм яваплăха туйса турĕç. Вĕсем Раççейпе пĕрлешессишĕн пурте пĕр саслă пулчĕç, референдум пирĕн йышăнăва çирĕплетессе шанатпăр. Крым парламенчĕ Раççей çак тĕлĕшпе кирлĕ ĕç пуçарасса шанать. Раççей Федерацийĕн влаç тытăмĕсем ку енĕпе хăйсен шухăшне çирĕп палăртсан референдумра асăннă ыйтăва çĕклĕпĕр", _ тесе пĕлтернĕ.
РФ Патшалăх Думинче Крыма субъект шучĕпе Раççей йышне кĕртесси пирки саккун проектне çитес эрнере пăхса тухĕç. Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков патшалăх ертỹçи РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн членĕсемпе ирттернĕ канашлура Украинăри лару-тăрăва тишкернине, унта Крымăн Аслă Канашĕ Раççей йышне кĕме кăмăл тунине сỹтсе явнине пĕлтернĕ. В. Путин кашни нацин хăйĕн кун-çулне хăй татса памалли правăна хальлĕхе никам та улăштарманнине аса илтернĕ."Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)