АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлени сая ан кайтăр тесен…

12 марта 2014 г.

 Çулсерен ытти регионсенчен республикăна ял хуçалăх культурисен вăрлăхне, улма-çырла тĕммине чылай кỹрсе килеççĕ. Паллах, вĕсемпе пĕрле чир-чĕр е сиенлĕ хурт-кăпшанкă килес хăрушлăх пур. Пĕлтĕр, сăмахран, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем чечек, пахча çимĕç, нумай çул ỹсекен культурăсен вăрлăхне, тĕмсем сутса услам тăвакан 96 çын ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ те вĕсем пурте саккунсене уяманни палăрнă. Вĕсене административлă майпа явап тыттарма тивнĕ: Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне (Госреестр) кĕртмен сортсен вăрлăхне сутнăшăн (71 йĕркесĕрлĕх), сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсемсĕрех хутаçсене сутлăха кăларнăшăн (25 йĕркесĕрлĕх).

Вăрлăх контролĕ енĕпе юридици вăйĕнчи 81 çынна тата 61 усламçа тĕрĕсленĕ май вара йĕркене пăснă 168 тĕслĕх çиеле тухнă. Пĕтĕмпе 1435 парти инспекторсен тимлĕхне лекнĕ, çав шутран 387 партине Госреестра кĕртмен иккен, 204 парти тĕлĕшпе тивĕçлĕ документсем пулман.

Пахчара çăвĕпех ĕçлени сая ан кайтăр тесен, паха вăрлăх туянни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та специалистсем ăна ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ. Унта сутуçăсем тухăç мĕнле пуласси, сăтăрçăсенчен хỹтĕленмелли меслетсем пирки ăнлантарса параççĕ. Вĕсен вăл е ку парти тĕлĕшпе сертификат (свидетельство) пулмалла. Вăл _ тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ.

Документра культура ячĕ, унăн сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пулмаллах. Енчен те сертификатра (свидетельствăра) çырни хутаç çинчипе пĕр килсен - вăрлăх пахалăхлă. Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культура, сорт ятне; стандарт паллине (ТУ), парти номерне; йывăрăшне (грамм) е шутне; усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартма кирлĕ. Документсăр вăрлăхран паха çимĕç пуласси иккĕленỹллĕ кăна мар, унпа пĕрле хăрушă чирсем тата сăтăрçăсем пахчана лекме пултараççĕ.

Акă, республикăра çур улмин ылтăн нематоди сарăлни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ют çĕртен те мар, хамăр патри вăрлăхранах шар курас пур _ ăна пĕли-пĕлми çынран туянсан. Пахчана урăх сорт кĕртиччен лабораторире тĕпчеттерни те пăсмĕ. Пĕр-пĕр амак вăй илсен хăтăлма çăмăл мар. Управлени специалисчĕсем хутаçсенче сăтăрçă курăксен вăрлăхĕсене повилика, амбрози, ипомея кашни çулах тенĕ пекех тупаççĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени пресс-секретар

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика