12 марта 2014 г.
Сăваплă кĕтес
Хула хĕрри улах.
Сĕве йăвашшăн
Пахча çуммисемпе иртсе каять...
Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн
Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.
Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,
Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.
Паян та вăл кунта çỹрет пек ыррăн,
Тăрать пек сыввăн умăмра.
Ун лăпкă куçĕсем йăл-йăл тăваççĕ,
Ун сăнĕнче _ те хурлăх, те телей...
"Мĕнле пурнан? Мĕнле çĕр-шыв хăвачĕ?
Ман шăллăмсем нумай-и, Ваçилей?"
_ Тесе ыйтассăн тăрать пек поэтăн
Шухăшăмра çĕкленнĕ ĕмĕлки...
_ Аван, манман тете. Аван, _ теетĕп.
_ Сывлать чăвашăмăр, сывлать чĕлхи.
Çак пирĕн ỹсĕмри чăваш этемĕ
Иртме шанать чăн пурнăç тĕпелне.
Çитет пире, çитет _ тертленнĕ,
Лаххан таврашĕнче çитет-тĕр йĕпенме!
Чăвашăн ăнсăртран сывалнă куçĕ
Культура кил-çуртне пăхса илет.
Телейлĕх тупсăмне хăех вăл уçĕ,
Хăех туянĕ хăй валли тивлет.
Эх, Константин! Пирĕнпеле пулсамччĕ.
Пулсамччĕ кĕрекере илем пур чух...
Анчах мĕскершĕн-ши нимле асамçăн
Сан ыйхуна сирме хăвачĕ çук?..
1927 Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара...
Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,
Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.
Анчах сансăр пуçне, ыр çĕр-шывăм,
Тĕнчере чи хакли пур-ши вăл?..
Акă савнă Пăла, вылянать-çке вăл тек,
Чĕр вăйне чĕреме иксĕлмесĕр парать...
Ак чечен сад пахчи, аппан шур пирĕ пек,
Çурхи кун шуралса ыр шăршне вăл сарать.
Ял хĕрри укăлча.
Симĕсленнĕ калча
Хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм-йăрăм юхать.
Сыв-и, ватă юман! Кунĕпех ачапча
Сан туйру айĕнче туй тăвать, çуйăхать.
Çут тăванлăхăм! Пар аллăна
Сан патна савăнса таврăнан ывăлна.
Ĕмĕтсен илемне, шухăшсен тупсăмне
Вăл санра çеç шырать, ыр çĕр-шывăм _ анне!
1926 Пуç янисен юрри
Çăлтăр витĕр çул курнать,
Куççуль витĕр кун курнать...
Çунатăм, юлатăн. Ан макăр.
Салтак пек маттур уйрăлар.
Ман çул _ çăлтăр витĕр _ тап-такăр,
Ман çул _ куççуль витĕр _ уяр.
Пире çурçĕр çилĕ ыталĕ,
Ачашлĕ кăра шартлама.
Çуталĕ жандармăн медалĕ,
Вăл памĕ çулран аташма.
Спасибо! Савса ывăлларĕ
Мана Сармантей самани.
Юрлар-и, кулса уйрăлар-и?
Тен, ĕмĕрлĕхех.. Чун савни!..
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)