15 марта 2014 г.
Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулине никĕсленĕренпе _ 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă. Унта Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова юбилейсене уявлама хатĕрленессипе çыхăннă ĕç палăртнă йĕркепе пурăнçланса пыни çинчен каланă. "Этнос Чăваш Енĕ" инвестици проектне пысăка хурса хакланă, çавăн пекех республикăн сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарссипе, халăха физкультурăпа тата спортпа туслаштарассипе çыхăннă ăнăçăвĕсене палăртнă.
Сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă "Шупашкар хулине никĕсленĕренпе _ 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен" указ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшли, вăл Раççейри халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшни çинчен каланă. "Чăваш Ен _ Раççей Федерацийĕн авалхи историллĕ, пуян культурăллă тата йăла-йĕркеллĕ хăйне евĕрлĕ регионĕ. Пирĕн республика Раççей историйĕпе тачă çыхăннă, нумай ĕмĕре тăсăлакан çак çыхăну паян та татăлмасть", _ тенĕ М. Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ йĕркелỹ комитечĕн членĕсене Культура çулталăкне халалланă пысăк мероприятие чĕннĕ. Вăл Чăваш Енре кăçалхи çĕртме уйăхĕнче иртет, унта федерацин Атăлçи округĕнчи мĕн пур регион хутшăнать.
Çавăн пекех халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивальне килме йыхравланă, йăлана кĕнĕскер республика кунне уявланă вăхăтра пулĕ. Тĕп мероприятисен планĕсемпе килĕ-шỹллĕн 2015-2017 çулсенче 32 объект реконструкцине пуçламалла е малалла тăсмалла. Çак тĕллевпе çирĕплетнĕ плансемпе килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 5554,6 млн тенкĕпе танлашмалла. Çав шутра 2015 çулта _ 552 млн (10 процент), 2016 çулта _ 2194,2 млн (40 процент), 2017 çулта _ 2808,4 млн тенкĕ (50 процент). Çак объектсем валли республика бюджетĕнчен те укçа уйăрĕç. Правительство йышăнăвĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен паллă кунĕсене федераци шайĕнче уявлама укçа уйăрмалли виçене палăртмалли методикăна çирĕплетнĕ. Йĕркелỹ комитечĕн членĕсем Чăваш Республикин бюджет заявкисене ырламашкăн йышăннă. Регионсен аталанăвĕн, Культура, Спорт, Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентỹ министерствисен, Росавтодорăн Раççей Финминĕпе пĕрле 2015 çулта тата 2016,2017 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрта федераци бюджетĕнчен капиталлă строительство объекчĕсем валли пĕрле укçа уйăрассине тивĕçтермелле.
Хыпартан
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)