АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Района _ кубок, диплом, сертификат

15 марта 2014 г.

 Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрти Яков Ухсай ячĕллĕ культура Керменĕнче 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Спортпа физкультура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ пулнă. Унăн ĕçне хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, физкультурăпа спорт отраслĕн специалисчĕсем, спорт организацийĕсен директорĕсем, спорт федерацийĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Анлă ларура Патăрьелсем темиçе хутчен те хисеплĕ Дипломсем тата Кубок илме тивĕçнĕ: район физкультурăпа массăллă спорта аталантарас ĕçре Чăваш Енре пĕрремĕш вырăн йышăннă. 700 çын ытла çỹрекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен смотр-конкурсĕнче каллех республикăра чи кăтартуллисен шутне кĕнĕ, спорт инвентарĕсем туянма çĕр пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Унсăр пуçне тепĕр савăнăç та пур: Патăрьелсемех физкультурăпа спорт комплексĕсене тухăçлă ĕçлеттерессишĕн пынă смотр-конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ларура Сергей Мельников министр районта физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн район администраци пуçлăхне Николай Глухова та Дипломпа наградăланă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика