15 марта 2014 г.
Кăçалхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче "Ĕçе пурнăçласси çинчен" калакан федераллă саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç. Саккунпа килĕшỹллĕн, штрафа палăртнă вăхăтра тỹлемесен явап тыттармалли сумма малтанхи пекех юлнă. Вăл штраф хисепĕн 7 проценчĕпе пĕр тан.
Анчах та штрафа вăхăтра тỹлеменнишĕн явап тыттармалли чи пĕчĕк виçе икĕ хут ỹснĕ! Ахаль çынсемшĕн вăл маларах 500 тенкĕ пулнă, малашне 1000 тенкĕ тỹлемелле. Предприятисемпе организацисен те унччехи евĕр 5 пин тенкĕ мар,10 пин кăларса хума тивĕ.
Улшăнусенчен пĕри _ штрафа тỹлеме уйăрса панă вăхăт тăсăлни. Малашне вăл 60 кун пулать. Сăмахран, водитель çул çинчи йĕркене пăснăшăн тỹлемелли штрафа 60 кун хушшинче тỹлесе татаймасть пулсан, суд приставĕсем çак парăмпа вĕçне-хĕрне тухма тепĕр 5 кун шанăç параççĕ. Апла та тỹлемесен вара 1000 тенкĕлĕх явап тыттараççĕ. Çапла вара водителĕн хăйĕн штрафĕ çумне тепĕр 1000 тенкĕ штраф хушăнать.
Г. АВКИ, районти аслă суд приставĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)