15 марта 2014 г.
Паянхи куна Патăрьелĕнчи куç курманнисен обществинче 145 çын тăрать. Вĕсенчен 42-шĕ _ Шăмăршă районĕнчен. Куç тĕлĕшĕнчен сусăр çынсемпе эпир тĕрлĕрен реабилитаци мероприятийĕсем йĕркелетпĕр. Сăмахран, вĕсем куç чирĕсенчен сипленме тĕрлĕрен санаторисене кайма пултараççĕ: Мускав облаçне ("Сосна"), Пятигорскине, Геленджика, Шупашкара ("Солнечный берег") тата ытти те.
Вĕренỹ заведенийĕсем те сахал мар. Акă, куç курманнипе пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри сусăрсене Мускав облаçĕнчи Волоколамск хулинче кайăк-кĕшĕк, пыл хурт ăсти, атăçă, çеçке пăхакан пулма вĕрентеççĕ. Пурте ялта кирлĕ специальноçсем темелле. Пач нимĕн те курманннисене вара кил-çуртра ĕçлеме, апат хатĕрлеме, çĕлеме хăнăхтараççĕ. Çак ĕçсене тума пĕлни те лайăх. Хамăрăн коллективпа тăтăшрах пулас тĕллевпе эпир чылай уявсене, тĕл пулусене пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Ун пек хаваслăрах. Нумай пулмасть "Во славу Отечества" ятпа тĕл пулу кăсăклă иртрĕ.
Çыншăн кирек мĕнле чир те хăйне евĕр инкек. Анчах вăл никамшăн та приговор пулмалла мар. Унпа кĕрешмелле, ăна çĕнтермелле, мал ĕмĕтпе пурăнмалла. Пирĕн обществăн тĕллевĕ те сусăр çынсене пурăнма, ĕçлеме, савăнма хавхалантарасси.
Пирĕн инкеке илтекенсем, куракансем пулни те савăнтарать. Сăмахран, "Булат" тулли мар яваплă общество пуçлăхĕ Абдулвалеев пире эмелсем илсе пама пулчĕ. Ку та кăмăллă.
Пирĕн общество кашни членăн интересĕсене, шухăшĕсене шута илме тăрăшать. Пĕччен ватăсене эпир ваттисен çуртне вырнаçтарма пулăшатпăр. Çамрăк çемьесене, инвалидсене патшалăх ятарлă программăсемпе пулăшу парать. Сăмахран, Республикăри куç курманнисен обществăлла организацийĕ тăрăшнипе Шăмăршă районĕнче пурăнакан О. Пушкинана çурт-йĕр лартма укçа парса пулăшнă. "Авангард" хаçатра кун пирки çырнăччĕ, анчах хушаматне тĕрĕс мар асăннă. Шел пулин те пурнăç тени пурин те пĕрешкел мар. Çавăнпа та Турă панă кун-çулăмăра тивĕçлипе пурăнса ирттересех пулать. Тĕрлĕ ушкăнри инвалидсен пирĕн обществăна килсе шута тăма та вăтанмалла мар тесе каласшăн. Пĕрлĕхре _ вăй теççĕ. Эпир йывăрлăха çĕнтеретпĕрех.
А. МАКАРОВА, районти куç курманнисен обществин секретарĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)