АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурта çĕнĕ сывлăш кĕчĕ

15 марта 2014 г.

Кăçал Кивĕ Катекри культура çуртне çĕнĕ сывлăш кĕчĕ. Нумаях пулмасть ертỹçĕ ĕçне пуçăннă В. Ларионовпа О. Кувшинова библиотекарь тăрăшнипе малтанах пỹлĕмсемпе зала сăрласа сăн кĕртрĕç, чаршавпа çĕнĕ чỹрече каррисем çакрĕç.

Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен кунĕнче пысăк концерт пулчĕ. Хора çеç 24 çын тăчĕ. Уйрăм юрăçсем çепĕç сассисемпе тыткăнларĕç. А. Владимиров юррисене куракансем кăмăллă кĕтсе илчĕç. В. Семеновпа Ю. Самойлов баянистсем юрлакансене хавхалантарса пычĕç. Залри халăх В. Николаев, А. Жиганов, Л. Леонтьева, О. Кувшинова, М. Кошкина, С. Сорокина, В. Кузнецова пултарулăхне те тивĕçлипе хакларĕ.

Çăварни эрни те катаччисĕр иртмерĕ. Хĕл ăсатма та ватти-вĕтти тухрĕ. Вĕри чейпе тутлă икерче кашниех ас тивме кăмăл турĕ. Спорт вăййисене чылайăн хутшăнчĕç. Михĕпе тỹпелешсе, кашăк çинчи çăмартапа утса, вĕрен туртса мала тухакансем парнеллĕ пулчĕç. Юбилярсен, хисеплĕ çынсен паллă кунĕсене те палăртмасăр хăварасшăн мар культура ĕçченĕсем. Акă, кунта Валерий Самойлова хисеп туса стенд тунă. Унта иртнĕ çул вĕçĕнче кун çути курнă "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" кĕнекипе те паллашма пулать.

Ĕçлес тесех ĕçлесен, ĕçлеме пулать иккен.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика