19 марта 2014 г.
КУ чухне наркотиксемпе, пуçа минретекен ытти хатĕрсемпе усă куракансем пирки çеç мар, вĕсемпе услам тăвакансем пирки те чылай çыраççĕ. Çакнашкал амак пирĕн тăрăха та килсе ан çаклантăр тесе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, общественноçпа пĕрле вăхăтран-вăхăта ятарлă акцисем йĕркелеççĕ.
Виçĕм кун районта шăпах çакнашкал уйăхлăх пуçланнă. Вăл апрелĕн 17-мĕшĕчченех тăсăлĕ. Енчен те кам та пулсан хăйсен пурнăçне наркотикпа çыхăнтарнине пĕлсен, пĕр тăхтаса тăмасăр район прокуратурине 6 _ 12 _ 64 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле.
Хыпар пирки уççăн калама именекенсем валли тепĕр май пур: район прокуратури, райадминистраци, почта çыхăнăвĕ, пенси уйрăмĕпе район больницин çурчĕсен алăкĕсем çине ятарлă ешчĕксем вырнаçтарнă. Ятсăр çырусене эсир унта та вĕçтерме пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)