19 марта 2014 г.
Район администрацин Пысăк залĕнче район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пай начальникĕсемпе, организаци-предприяти ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе анлă канашлу ирттерчĕ.
Николай Иванович ларăва ял тăрăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕçлессине вăйлатассинчен пуçларĕ. Вут сỹнтерекен машинăсене çĕмĕрĕлсен çийĕнчех юсамалли пирки пусăрăнтарсах каларĕ. Унтан тĕп ыйтусем çине куçрĕ.
Иртнĕ шăмат кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев республикăри райадминистраци пуçлăхĕсемпе видеоконференци йĕркеленĕ. Михаил Васильевич тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки сăмах пуçарнă. Ку ыйтупа пирĕн районта аван ĕçлеççĕ. Кăçал 10 ачана хваттер пама палăртнă, вĕсенчен виççĕшĕ пĕлтĕрех кĕтеслĕ пулнă. Патшалăх хỹтлĕхсĕр юлнисене пулăшни аван-ха, анчах паян ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех çемье ăшшине туймасăр е аслашшĕ-асламăшпе ỹсекенсем нумайланаççĕ. Юрать-ха, ун пеккисене те патшалăх çуртлă пулма пулăшать. Выльăх та çурине пăрахмасть, этем вара çак утăма тăвать. Чăннипех те шухăшлаттаракан, пăшăрхантаракан пулăм. Н. Глухов çакăн пирки те чарăнса тăчĕ.
Тин кăна вĕренỹ çулĕ пуçланнăччĕ _ виççĕмĕш чĕрĕк те вĕçленет. Юлашки вара куç хупса илнĕ çĕре иртсе каять. Унтан 9, 11 класра вĕренекенсене экзаменсем кĕтеççĕ. Кăçал патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне (ППЭ) тытакансене тимĕр шырамалли хатĕрпех пăхса кĕртме палăртнă. Классене пĕлтĕрхи пекех видеокамерăсем вырнаçтарĕç. Çавăн пекех билетсене пĕлĕве тĕрĕслемелли кун кăна илсе килеççĕ, кĕсье телефонĕпе усă куракансен ĕçне тỹрех пăрахăçлаççĕ. Вĕсем çитес çул çеç тепĕр хут экзамен тытаяççĕ. Кун пек тĕслĕх пĕлтĕр пулнă, лайăх ĕлкĕрсе пыраканскерех шар курнă.
Вĕренсе тухакансене ăс пухма условисем туса пама тăрăшни те сисĕнет. Ку вĕренỹ çулĕнче 9, 11 класа куçнисене тата кĕçĕн класа çỹрекенсене пурне те патшалăх кĕнекесемпе тивĕçтерчĕ. Библиотекăра çуккисене хăйсен туянма тивет. Кашни ача учебникĕсене вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче вулавăша тавăрса парса хăварсан çак йывăрлăхран тухма та пулать те вĕт...
Çуркунне _ илемлĕ вăхăт. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет, ешерет. Анчах путăксемпе варсенче шыв-шур кĕрлесе юхни пирки ас тусах тăмалла. Канашлура çурхи шыв-шур сарăлса сиен кăтартассине хирĕç кĕрешесси те тĕп ыйту пулчĕ. Юр кăçал нумаях мар, апла пулин те ейỹ сарăлас хăрушлăх пĕрех пур. Çĕр шурă çивиттинчен васкасах тасалнине тата çумăр çунине шута илсе тивĕçлĕ йышăнусем вăхăтра тумалла. Районта çак тĕллевпе ятарлă комисси пур, ятарлă план хатĕрленĕ. Райадминистрацин пай начальникĕ Г. Каллин шыв çулĕсене уçасси, пăрăхсене тасатасси, гидротехника сооруженийĕсене пăхса тăрас енĕпе дежурство йĕркелемелли пирки сăмах пуçарчĕ. Тикеш, Именкасси ялĕсенче асăрханулăха пушшех те ỹстермелле. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те халех турттарса хурсан аван. Техника тени яланах çула тухма, инкек-синкек сирме хатĕр тăмалла.
Ларура районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона укçа пухăнасси еплерех пыни, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов хуçасăр йытă-кушака хирĕç кĕрешесси пирки тухса каларĕç.О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)