АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крым _ Раççейпе пĕрле!

19 марта 2014 г.

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре Украинăра пурăнакан ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе митинг иртрĕ. Унта 10 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Украинăра мĕн пулса иртни Раççейри, çав шутра Чăваш Енри, халăха та пăшăрхантарать. Крымра пурăнакансен йышăнăвне _ Автономи Республикин шăпине палăртасси пирки референдум ирттерессипе çыхăннине _ ырлас тĕлĕшпе юлашки икĕ эрнере пĕтĕм çĕр-шывĕпех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш Ен çыннисем те çак тĕллевпех Шупашкара митинга пухăнчĕç.

Хальхи вăхăтра Крымра Чăваш Енре çуралнă 2,5 пин ытла çын пурăнать. Чăваш Республикипе Украинăна тахçанах йĕркеленнĕ экономика тата культура хутшăнăвĕсем çыхăнтараççĕ. 1941 çулта Харьковри электроаппаратура заводне Шупашкара эвакуациленĕ, Киевран _ хăю тĕртекен фабрикăна, шăпах вĕсем хула промышленноçне пуçарнă. Харьковра Алексей Кокель чылай çул ĕçлесе пурăннă. Çеçпĕл Мишши поэт та юлашки çулĕсене Украинăра ирттернĕ, ăна унтах пытарнă. Çак самантсене та аса илчĕç митингра.

Ку акцие йĕркелекенсем _ çамрăксен, хĕрарăмсен, ветерансен общество организацийĕсем, профсоюзсем. Политика партийĕсем те çак кун пĕрешкел шухăша палăртрĕç. "Чун ыратăвĕ пĕтĕм политика партине пĕрлештерет", _ терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Вăл митинга регион ертỹçи пек мар, чи малтан Раççей гражданинĕ пек _ чун-чĕре ыйтнипе _ килнине пĕлтерчĕ.

РФ Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева Украина халăхне пулăшас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туни пирки каларĕ. Федераци канашĕ Раççей регионĕсен ертỹçисене тăванла халăх валли укçа-тенкĕ тата гуманитари пулăшăвĕ йĕркелемешкĕн, предприяти-организацисен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмешкĕн ыйтнă. Сенатор Крымра пурăнакансемшĕн кирек мĕнле пулăшу та пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Сăмах май, пирĕн республикăра Крымри тата Севастопольти çынсем валли укçа куçармашкăн счет уçнă, ăна "Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ" общество организацийĕ йĕркелесе пырать.

Акцие Севастопольти чăваш наци-культура обществин председателĕн çумĕ Владимир Мочалов та хутшăнчĕ. Вăл республикăра пурăнакансене чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлине _ нимене _ манманшăн, ентешсене йывăр вăхăтра пулăшнăшăн чĕререн тав турĕ.

Митинга килнисем юлашкинчен резолюци йышăнчĕç. Унта Раççей тата Украина халăхĕсен пин çуллăха пыракан пĕрлĕхне нимĕнле чикĕ те аркатайманнине, вĕсем пĕрле тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттернине палăртнă.

И. КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Референдума пĕтĕмлетнĕ

Крымра референдум хыççăн протоколсене 100 проценчĕпех пăхса тухнă. Официаллă кăтартусем тăрăх _ суйлавçăсен 82,71 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Суйлав участокĕсене пынисен 96,7 проценчĕ Раççейпе пĕрлешесшĕн пулнине палăртнă. Çакнашкал цифрăсем пĕлтернĕ Крым парламенчĕн сасăлава йĕркелес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн пуçлăхĕ Михаил Малышев. Çак даннăйсене Севастополе шута илмесĕр кăтартнă. Вăл патшалăх пĕлтерĕшлĕ хула шутланать, Крым Автономи Республикин йышне кĕмест (унта референдума уйрăммăн ирттернĕ, сасăлава Раççей Федерацийĕпе пĕрлешес ыйтăвах тăратнă).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика