19 марта 2014 г.
Шăнкăртам ял тăрăхĕнче культурăпа библиотека ĕçченĕсемпе, организаци-предприяти ертỹçисемпе пĕрлехи канашлу ирттересси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ эрнере унта ял тирпей-илемĕ, хăтлăхĕ пирки сăмах хускатнă. Çакăн валли вĕсен сăлтавĕ те пур: Шăнкăртамсем "Чăваш Республикинчи чи хăтлă ял тăрăхĕ" конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ял пуçлăхĕ М. Айзатуллов çакă лăпланса лармалла марри çинчен аса илтернĕ.
Ларурах культура мероприятийĕсене хак панă, вырăнта "Çамрăксем сывă пурнăçшăн" акци епле пынипе, çуркуннехи призыва еплерех хатĕрленнипе паллашнă. Кунтах çĕр пайĕпе, халăха муниципаллă çăмăллăхсем парассипе, налук тỹлессипе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе явнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)