АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан асăрханма çăмăлрах

19 марта 2014 г.

 Çĕр çинче пулакан кирек мĕнле инкек те ытларах чухне хамăртанах килет. Вăл е ку япалана пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар тăватпăр, йĕркене пăхăнмастпăр... Пушарпа çыхăннă пăтăрмахсем те çавăн пекех: электрооборудованисемпе усă куратпăр _ йĕрке пирки манатпăр, мунча хутатпăр _ каллех асăрханасси пирки шутламастпăр та. Е тата çул çитмен ачасене килте хăйсене çеç шанса хăваратпăр тата ытти те.

Районти пушар надзорĕ çулсеренех нумай ачаллă, йывăр шăпаллă, ĕçкĕллĕ çемьесенче вут-кăварпа пулакан инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе вырăнсене тухса профилактика мероприятийĕсем йĕркелет, уйрăм граждансемпе, шкул ачисемпе калаçусем ирттерет, ятарлă листовкăсем валеçет. Çак кунсенче те республикăри ВДПО инструкторĕпе А. Тарасовапа пĕрле Ишлĕ, Аслă Чемен, Çĕньял ял тăрăхĕсенчи ялсене кĕрекен тĕрлĕрен коллективсене, шкулсене çитсе пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли пирки ыйтăва çивĕчлетрĕмĕр. Хурама Тварти пушарта çул çитмен икĕ хĕрĕн синкерлĕ вĕçленнĕ пăтăрмах вара уйрăмах ашшĕ-амăшĕсен ачасемпе сыхă та тимлĕ пулмаллине тепĕр хут çирĕплетет. Вĕсене килте пĕр минутлăха та пĕччен пăрахса хăварма юрамасть. Шăрпăк таврашĕ те алă айĕнче пулмалла мар. Вăл ача-пăчашăн вăйă пек çеç курăнĕ. Çитĕннисемшĕн вара хуйхă, тăкак, çухату та пулма пултарать.

В. ДАВЫДОВ, районти пушар надзорĕн дознавателе

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика