19 марта 2014 г.
Федерацин 2013 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче "Федерацин "Раççей Федерацийĕн граждансен суйлав прависене тата референдума хутшăнмалли правине тивĕçтермелли тĕп гарантисем çинчен" саккунĕн 61 тата 66 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен" кăларнă 364-ФЗ № саккунĕпе килĕшỹллĕн палăртнă çĕнĕлĕхсем пирки пĕлни вырăнлă.
Саккунра сасăламалли стационар ешчĕксене витĕр курăнакан е çурма витĕр курăнакан материалсенчен хатĕрлемеллине çирĕплетнĕ. Вĕсем РФ Тĕп суйлав комиссийĕ çирĕплетнĕ технологи оборудованийĕн нормативĕсене тивĕçтермелле. Çавăн пекех суйлав участокĕсене йăтса çỹремелли ешчĕксемпе кирлĕ чухлĕ тивĕçтермелле, паллах, вĕсем те хайхи "витĕр курăнакан е çурма витĕр курăнакан" материалсенчен пулмалла.
Тỹрлетỹсем саккуна официаллă майпа пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕреççĕ. Вĕсем 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн ирттерме палăртакан суйлавсемпе тата референдумсемпе çыхăннă право хутшăнăвĕсене пырса тивеççĕ.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)