19 марта 2014 г.
Республикăра пурăнакансем ĕç тăвакан влаç тытăмне ытларах шанма пуçланă.
"Социс М" социологи тĕп-чевĕсен центрĕ Чăваш Енре иртнĕ çул вĕçĕнче халăх влаç тытăмĕнчисен ĕç-хĕлне мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе ыйтăм ирттернĕ. Респондентсене уйрăм категорисемпе _ арçын е хĕрарăм, ỹсĕм, ăçта пурăнни, пĕлỹ шайĕ _ суйласа илнĕ, халăх пурăнакан вырăнсенче ыйтса пĕлнĕ.
Социологи ыйтăвĕн пĕ-тĕмлетĕвĕ Раççей Федерацийĕн влаç органĕсен ĕç-хĕлне Чăваш Енре хисепленин-шаннин кăтартăвĕ пысăккине çирĕплетнĕ: РФ Президентне Владимир Путина респондентсен 66 процент, РФ премьер-министрне Дмитрий Медведева 55 процент шаннине пĕлтернĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева респондентсен 57 проценчĕ шанать. Ỹсĕм шанман çынсен-респондентсен шучĕ чакнипе палăрнă, хуравлама тăхтаса тăракансен проценчĕ çав шайрах юлнă. Чăваш Ен Пуçлăхне республикăри чылай районта хисеплеççĕ. Сум-хисеп виçи Патăрелпе Муркаш (80 процент) тата Вăрмар (78 процент) районсенче уйрăмах пысăк. Ыйтса пĕлнисенчен çуррине яхăн (45 процент) Михаил Игнатьева "халăхран" тухнă ахаль çын пек хаклать. Кашни пиллĕкĕшĕ Михаил Васильевич спортпа туслине, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннине, ĕçлеме юратнине палăртнă.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)