АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раăăей тата Крым: эпир пỹрле

22 марта 2014 г.

 Иртнĕ ытлари кун Кремльте РФ Президенчĕ Владимир Путин, Крымăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, республика премьер-министрĕ Сергей Аксенов тата Севастополь мэрĕ Алексей Чалый Крым Республикипе Севастополь хулине çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç.

Ун умĕн Президент депутатсен, сенаторсен, регионсен пуçлăхĕсен тата граждан обществин представителĕсен умĕнче сăмах каланă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Крым Республикипе Севастополь хулин уполномоченнăй представителĕсем Раççей тытăмне икĕ субъекта йышăнни çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çи-рĕплетнĕ кун Шупашкарти Республика тỹремĕнче çакна ырласа йышлă митинг иртрĕ. Чăваш халăхĕ Крымпа тата Севастопольпе пĕрле пулнине палăртакан акцие политика партийĕсем, хула ертỹ-лĕхĕ тĕрлĕ общество организацийĕсемпе тата учрежденисемпе пĕрле йĕркеленĕ.

"Крым хăйĕн истори çĕр-шывне, хăйĕн чĕлхин тĕнчине хăйĕн ирĕкĕпе, мĕн тунине ăнланса таврăнчĕ. Раççей пулăшнипе.

Анăçпа АПШ пирĕн патшалăхăмăрсене, унăн историне, вĕсен ирĕклĕхне, Раççейĕн малашнехи шалти ĕç-хĕлне, унăн йышăнăвне хирĕç тем пек шăл хăйрасан та текех вĕсен сĕмсĕр ĕмĕчĕ пурнăçланас çук. Крым Раççейпе пĕрлешрĕ, ку пулăма историрен никам та кăлараймĕ, хуратас тесен те сăрри çитмĕ. Эпир халĕ пĕрле! Яланлăхах! _ чăн чăнлав пек янăрарĕç çак сăмахсем митингра.

Хыпартан

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика