22 марта 2014 г.
Мартăн 19-мĕшĕнче районти черетлĕ информаци кунĕнче демографи лару-тăрăвĕ, çур акине хатĕрленесси, пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи шыв-шура хирĕç кĕрешесси, тавралăха тирпейлесси пирки сăмах хускатрĕç. Унта хутшăнакансем _ Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Е. Юшин, ветеринари тата фитосанитари надзорĕн уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Н. Романов, стандарт, метрологи, тĕрĕслев регион центрĕн директорĕ С. Абрамов тата патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ Н. Медведев _ район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тĕл пулчĕç. Николай Иванович вĕсене Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе, республика тата федераци шайĕнчи программăсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Унтан тĕп хуларан килнĕ хăнасем икĕ ушкăна пайланса Нăрваш Шăхаль тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков Е. Юшинпа, Н. Романовпа тата районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕпе А. Тукмаковпа пĕрле Нăрваш Шăхалĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем "Труд" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçипе Н. Михайловпа курнăçрĕç. Хуçалăхра çур акине паян тесен паян тухма хатĕр: техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартнă, çунтармалли-сĕрмелли материал турттарса килнĕ, минераллă удобренисене илсе килсе çитернĕпе пĕрех. Хуçалăх вăрлăхпа ĕçлекеннисенчен пĕри пулнă май, тухăç никĕсне тасатса кондицие лартнă, сутлăх хатĕрленĕ.
Информаци ушкăнне хутшăнакансем Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул коллективĕпе те курнăçрĕç. Шыв-шур вăхăтне инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси, çĕр юртан тасалнă хыççăнах тавралăха тирпейлесси, чечек-курăк акасси пирки ыйту çĕклерĕç. Калаçура пушар хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Вут çулăм ытларах чухне электропроводкă кивелнипе тухни, çавна май ăна улăштармалли, ачасене шăрпăкпа вылясран асăрхаттарсах тăмалли, ашшĕ-амăш пухăвĕсенче пушар хуралĕнче ĕçлекенсене чĕнсе калаçу ирттермелли пирки сăмах пуçарчĕç.
Шупашкартан килнисем пĕлỹ çурчĕпе, ача сачĕпе, пĕтĕмĕшле врач офисĕпе, культура çурчĕпе паллашрĕç, унта ĕçлекенсемпе калаçрĕç.
Иккĕмĕш ушкăн _ районти социаллă тивĕçтерỹ пай начальникĕ Н. Никитина, С. Абрамов, Н. Медведев _ Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкула, мечĕте çитрĕç. Çак кунах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă К. Асеиновпа А. Насибуллов ветерансен аса илĕвне кинофильм валли ỹкернĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)