АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулез _ хăрушă чир

22 марта 2014 г.

 Туберкулеза халăх хушшинче ĕлĕк-авал чахутка тенĕ. Вăл _ сикекен чирсенчен пĕри. Ученăй-фтизиатрсем кашни çынах туберкулезпа сиенленме пултарнине, анчах ытларах чух организм çирĕппине, чире парăнманнине палăртаççĕ. Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех (90-95 процент) туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри çеç чирлет. Микробсем çынна, выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке чирлеттерекеннисем пулаççĕ. Микробактерисем питĕ тỹсĕмлĕ: йĕпе сурчăкри 75 градусра 30 минут вĕретсен, 100 градусра - 5 минутран, типĕ сурчăкри 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пỹрт-çуртра 1-2 уйăх, сĕтре, çура _ 10 уйăх, тăпăрчăра _ 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути (5-10 минут хушшинче), хлораминпа хлор извеçĕ те вĕсене часах тĕп тăваççĕ.

Чир камран тата мĕнле ерет?

Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: шалти тата тулти.

Пĕр ушкăнне тĕрлĕ чир-чĕр кĕрет: грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни, авитаминоз, гипертиреоз. Çавăн пекех тĕрлĕрен операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕ хыççăн та пуçланма пултарать.

Тепĕр ушкăнне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ.

Паллах, ăна сараканĕ чирлĕ çын. Унăн мĕн пур органĕсем сиенленеççĕ. Анчах та чир малтан ỹпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Организма миркобактерисем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е тата ытти япаласемпе пĕрле лекеççĕ. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, уйрăмах ăна чĕрĕлле çисен, çав чире пуçарма пултарать.

Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр ал шăллипе усă курни уйрăмах хăрушă.

Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть.

Прививка тутарма ан манăр

 

Кăкăр ачисене çуралсанах пĕрремĕш эрнере (4-5 кунта), кайран тепĕр хут 7-14 çулсенче тăваççĕ. Прививка тунă ачасем, ыттисемпе танлаштарсан 2-3 хут сахалтарах сиенленеççĕ, 4-6 хут сахалтарах чирлеççĕ. Кил-йышра уçă тата активлă формăллă чирлĕ çын пур пулсан ача-пăчана уйрăмах çине тăрса час-часах прививка тумалла, сывлăхне тĕплĕн сăнамалла, чирлĕ çынран пĕр уйăх уйрăм усрамалла (санаторинче, ача çуртĕнче), çыннине хăйне вăхăтлăха больницăна вырнаçтармалла.

Эрех, пирус сиенĕ

 

Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь _ вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органĕсене те пысăк сиен кỹрет. Табак туртакан çынсен юн тымарĕсем хытса хĕсĕннĕ пирки эмелсем чирлĕ çыннăн ỹпкине е ытти органĕсене сăрхăнса кĕреймеççĕ, ăнăçлă сыватаймаççĕ. Табак туртни чире сарăлма та пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсем пăрахать.

Наркомансен туберкулез вăйлансах пырать, вĕсем хăйсен сывлăхне сиплеме тăрăшмаççĕ, морале хирĕçле ĕçсем тăваççĕ.

 

Гигиенăна пăхăнмалла

Çыннăн организмĕ туберкулеза ан парăнтăр тесен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена требованийĕсене пăхăнмалла, ĕçпе канăва кирлĕ пек йĕркелемелле, апатланмалла, организма пĕрмаях çирĕплетмелле.

Туберкулезпа чирлĕ çыннăн гигиена правилисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Урайне мар, кĕсьене чиксе çỹремелли хупăлчăллă пĕчĕк савăта çеç сурмалла. Алă тытса саламлама тата чуп тума юрамасть. Сипленме ăна уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла, май çук пулсан, чаршавпа уйăрмалла. Пỹлĕме час-часах уçăлтармалла, урайне çусах тăмалла. Çав çын апат çинĕ хыççăн савăт-сапана вĕри шывпа çеç çумалла мар, вăл усă куракан япаласене вĕретмелле. Чирлĕ çынна сываличчен больницăра сиплемелле. Килте чухне кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, врач хушнине итлемелле.

2013 çулта районта ỹпке туберкулезĕпе чирленĕ 13 çынна тупса палăртнă. Унпа ытларах чухне арçынсем чирлеççĕ (84,6 процент). Сыв маррисем _ ĕçсĕртереххисем. Ют облаçсене тухса кайса çỹрени те вĕсен сывлăхне хавшатма пулăшать пулас.

Ỹпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл _ флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран-вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла.

Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă: мартăн 29-мĕшĕнче, апрелĕн 5, 12-мĕшĕ-сенче район больницинче уçă алăксен кунĕсене ирттереççĕ. Шăпах çавăн чухне флюорографи тĕрĕслевĕсем тутарма тата туберкулез микобактерийĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме меллĕ.

В. КАЗАКОВА, район больницин фтизиатрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика