26 марта 2014 г.
Район администраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 17-мĕшĕччен районта "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" акци иртет. Раççейĕпех йĕркелекен уйăхлăхĕн тĕллевĕ _ саккунлă мар йĕркепе сывлăхшăн сиенлĕ наркотиксемпе сутă тăвассине чарас тĕллевпе мĕн пур общественноçа явăçтарасси, çитĕнекен ăрупа, çамрăксемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси, çак наркăмăшпа çывăх çынсене кирлĕ пулăшу, консультаци парасси.
Çак яваплă тапхăрта наркотикпа е çакăн йышши япаласемпе сутă тăвакансене, усă куракансене тĕл пулсан е вĕсем пирки мĕн те пулин пĕлсен çийĕнчех 6-13-14, 6-16-46 "шанăç телефонĕпе" шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)