АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ

26 марта 2014 г.

 ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ХХ сессийĕн кун йĕркинче чăннипех анлă теçетке ыйту, çав шутра 15 саккун проекчĕ. Тĕп вырăнта республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă доклад пулчĕ.

М. Игнатьев палăртнă тăрăх _ Правительство пĕлтĕр хăйĕн ĕçĕнче уççăнлăха, общество тата бизнес пуçарулăхне тĕ-ревлессине, вырăнти хăй тытăмлăхăн экономикăри, социаллă пурнăçри ыйтусене татса парассипе çыхăннă пĕлтерĕшне çĕклессине, кулленхи тата стратеги шайĕнчи тĕллевсене пурнăçлассин виçеллĕ шайлашăвне тытса пырассине тĕпе хунă. Çав шутра _ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕç укçине ỹстересси, туянма май пур çурт-йĕр çĕклесси, патшалăхăн тĕрлĕ сферăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатасси тата ыт. те.

ЧР Пуçлăхĕ социологи ыйтăмĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ: вĕсем халăх республикăн влаç органĕсен ĕçне пĕтĕмĕшле илсен ырласа хакланине çирĕплетеççĕ. "Çынсемпе тĕл пулнă май вĕсем влаçа шанассин шайĕ ỹснине туятăп. Çынсем патшалăх тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе унчченхинчен кăмăллăраххи те сисĕнет. Халăхăн ыранхи кун, пурнăç лайăхрах пуласси тĕлĕшпе шанăçĕ çирĕпленет", _ пĕтĕмлетнĕ М. Игнатьев.

Сессире республикăн 2014 çулхи, 2015 тата 2016 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна ырланă. Çапла вара кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 1,2 млрд тенкĕлĕх ỹсет. Çав шутра хамăрăн тупăшсем _ 476 млн тенке яхăн. РФ Правительствин уйрăм йышăнăвĕсем тăрăх каялла тавăрса памалла мар килекен укçа та хутшăнать _ 379 млн тенке яхăн. Бюджет тăкакĕсен пĕтĕмĕшле виçи 2,3 млрд тенке яхăн хушăнать. Ку укçа ял хуçалăхне пулăшма, физкультурăпа спорт объекчĕсем тума, нумай ачаллă çемьесене тĕревлеме тата ытти тĕллев валли кайĕ.

Депутатсем нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси, экологи хăрушсăрлăхне ти-вĕçтересси çинчен калакан тата ытти саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Сесси "Правительство сехечĕпе" вĕçленнĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика