26 марта 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев "Сывлăхпа спорт кунĕ çинчен" указ кăларнă.
Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче пурăнакан халăха малалла та физкультурăпа тата спортпа туслаштарас, унăн сывлăхне çирĕплетес, çемье сывлăхне лайăхлатмалли канăва йĕркелемелли çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртес, спортпа хутшăнмалли майсене лайăхлатас тата унпа туслашнин сумлăхне ỹстерес тĕллевпе "Сывлăхпа спорт кунне" туса хунă тата ăна кашни уйăхрах ирттерме палăртнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн календарь çулталăкĕ хушшинче ирттерекен сывлăхпа спорт кунĕсен датисене палăртмалла.
Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин вара сывлăхпа спорт кунĕсене йĕркелесе ирттерес енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕле пĕтĕ-мĕшле ертсе пымалла тата йĕркелесе тăмалла.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, организацисене, вĕсен йĕркелỹ-право формине тата харпăрлăх формине пăхмасăр, сывлăхпа спорт кунĕсенче физкультура тата массăллă спорт мероприятийĕсене ирттерме, çавăн пекех Чăваш Республикинче пурăнакан халăха спорт сооруженийĕсене тата спорт объекчĕсене тỹлевсĕр уйăрса пама сĕннĕ.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)