26 марта 2014 г.
Раççей правительстви "Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ тракторсен, çул-йĕр строительствинче хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен, прицепсен пахалăхне пăхас тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттересси çинчен" постановление тĕпе хурса тата Чăваш Енри патшалăх технадзор планĕпе килĕшỹллĕн республикăра, çавăн пекех районта та организаци-предприятин, ял хуçалăх эртелĕсен, фермер хуçалăхĕсен тракторĕсене, кăкарса çỹремелли хатĕрсене мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Асăннă тапхăрта техника мĕнле шайрине пăхма, çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, çут çанталăка сиенлеменнине, машинăсен шутне тĕрĕс пĕлме палăртнă. Çакна валли ятарлă комисси йĕркеленĕ.
Мартăн 26-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен хурçă "учĕсене", прицепсене, кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене тĕрĕслеççĕ. Паян, мартăн 26-мĕшĕнче, комисси Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре пулчĕ, унти техникăна пăхрĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ, Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)