АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал амак районта ан сарăлтăр

26 марта 2014 г.

 Юлашки вăхăтра республикăра чĕр чунсем уртаракан чирпе аптăранă тĕслĕхсем пулкаларĕç. Чир хăрушшисен шутне кĕрет. Вăл çынна, выльăх-чĕрлĕхе вирус урлă ерет, тĕп тата перифери нерв тытăмĕсене сиенлет. Килти чĕр чунсенчен ытларах йытăсемпе кушаксем сиенленеççĕ, çут çанталăкра вара _ тилĕсем. Чире выльăх хăйне мĕнле тыткаланинчен пĕлме пулать. Хаяр йытă йăвашланать, ачашши вара усалланма (хуçине çыртма та) пултарать. Кăкаркăçра кăна тăнисем çапкаланса çỹреме, тарма, тĕттĕмрех вырăналла пытанма тăрăшаççĕ. Вĕсем час-часах çиме юрăхсăр япаласене кăшлаççĕ, пĕр чарăнми сĕлеке юхтараççĕ, кайран шалкăм çапнипе вилеççĕ.

Вирус чĕр чунăн сĕлекинче пулать, çыртнă май çынна е выльăха куçать. Алăран, пит-куçран сиенлетсен чир часрах палăрать. Ытти тĕлтен суранлатсан тỹрех пĕлме çук.

Уртаракан чирĕн вăрттăн тапхăрĕ 10-30 кунран пуçласа çулталăк таранчченех тăсăлма пултарать. Çынна, выльăха йытă сусăрлатсан çийĕнчех вырăнти медицина тата ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Чирлĕ чĕр чуна вĕлерме юрамасть, çийĕнчех кăкармалла та сывлăхне 40 кун ветеринарсене тĕрĕслеттермелле. Çакăн хыççăн тин вĕсен шăпине татса пама май пур.

Усал амак районта ан сарăлтăр тесен пурин те пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлемелле. Ял хуçалăх предприяти ертỹçисен, ял тăрăх пуçлăхĕсен, хуçалăхпа пурăнакансен яваплăха яланах туймалла. Йытăсене кăкаркăçра тытмалла, урама илсе тухнă е транспортпа кайнă чухне çăварлăх тăхăнтартмалла. Килте тăватă ураллă тус пурри пирки ял тăрăхне, вырăнти ветеринари участокне пĕлтермелле. Çулталăкра пĕр хут чир-чĕртен профилактика прививкине тутармалла. Фермăсенче, вăрманти картунсенче пурăнакан выльăхсем пирки те манмалла мар. Сунарçăсен уртаракан чиртен прививка туман йытăсемпе ухатана кайма юрамасть.

Чирлĕ чĕр чуна какая ямалла мар. Юн кăлармасăр вĕлермелле те çунтармалла. Кил-çурта 10 процентлă сĕлтĕ шывĕпе дезинфекцилемелле. Уртаракан чир тупăннă яла 2 уйăхлăха карантина хупаççĕ.

Инкек курас мар тесен йытăсемпе кушаксене пăхса усрамалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Пĕрлех вырăнта тивĕçлĕ мероприятисене пурнăçламалла.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика