АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей командин 80 медаль!

26 марта 2014 г.

Хĕллехи, хĕрỹллĕ, пирĕн Паралимп вăййисем хыçа юлчĕç. Сусăр çынсем хăйсем вăйлине, пултаруллине, олимпçăсенчен пĕрре те кая маррине тепĕр хут ĕнентерчĕç. 45 çĕр-шыв, 600 яхăн спортсмен, Раççейĕн 80 (!) медаль _ çапларах çырăнĕ Сочи спорт историне.

Сусăр спортсменсен пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕсем _ çуллахи Паралимп вăййисем _ официаллă майпа пĕрремĕш хут 1960 çулта иртнĕ. Ăна Италири Рим хулинче йĕркеленĕ, унта 23 çĕр-шывран 400 яхăн атлет хутшăннă. Çак тапхăртан тĕнчере Паралимп юхăмĕ пуçланнă. Паралимпиадăн хĕллехи вăййисене 1976 çулта пуçарнă, пĕтĕм тĕнчери пирвайхи ăмăртăва Швеци йышăннă. Ал-урасăр тата япăх куракан спортсменсем çуна çинче ларса чупас енĕпе тупăшнă. Иккĕмĕш Паралимп вăййисенче (Норвеги, 1980) тĕрлĕ ушкăнри инвалидсем те вăй виçнĕ, çĕнĕ дисциплина кĕртнĕ _ сăртран çунапа анасси.

1984 çулта (Австри, Инсбург) спортсменĕсем йĕлтĕр çине тăнă, ăмăртăва 30 арçын хутшăннă. 1988 çулта та Паралимпиада Австрире иртнĕ. Палăртмалла: унта СССР спортсменĕсем пĕрремĕш хут кайнă, икĕ "бронзăпа" таврăннă. 1992 çулта СНГ ко-манди ăмăртура 10 ылтăн, 8 кĕмĕл тата 3 бронза медаль çĕнсе илсе виççĕмĕш вырăн йышăннă. 1994 _ 30 медаль, 1998 _ 31 (иккĕшĕнче те 6-мĕш вырăн), 2002 _ 21 (4-мĕш). 2006 çулта Раççей спортсменĕсем пĕрремĕш хут пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине хăпарнă, тепĕр тăватă çултан та пирĕннисем наградăсен чи пысăк пайне çĕнсе илме пултарнă (38 медаль).

Ванкуверта иртнĕ Паралимп вăййисенче 44 çĕр-шывран пурĕ 506 атлет хутшăннă. Яланхи пекех вĕсем биатлон, йĕлтĕрпе чупас, сăрт çинчен ярăнас, керлинг, хоккей енĕпе тупăшнă. Унта пирĕн йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем хастарлăхпа палăрнă.

Чăваш Ен спортсменĕсенчен хĕллехи Паралимпиадăра республика чысне Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕсенче çуралса ỹснĕ Юрий Ильин виçĕ хут хỹтĕленĕ. 30 "ылтăн", 28 "кĕмĕл", 22 "бронза" _ пурĕ 80 медаль. Нихăш команда пĕр ăмăртура çавăн чухлĕ награда тивĕçни пулманччĕ. Эпир _ пĕрремĕш! 69 спортсменран 50-шĕ ăмăртусен тĕрлĕ дистанцийĕнче палăрчĕç, вĕсенчен 19-шĕ _ чемпионсем.

А. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика