АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл тенипех çăвара пыл лекмест

26 марта 2014 г.

 Çуркунне çитнĕ май утарçăсем вĕлле хурчĕсем мĕнле хĕл каçнипе кăсăклансах тăраççĕ. Чирлĕ е хавшак пулсан вĕсем пыл параймаççĕ-çке.

Пĕлтĕр ылтăн хуртсене тытакансемшĕн ăнăçлă çул пулчĕ. Уйрăмах çăка йывăççисем нектар аван кăларчĕç. Çак отрасльте нумай çул тăрăшакансем пĕр вĕллерен 40-60 килограмм пыл юхтарса илчĕç.

Паян вĕлле хурчĕсем аван хĕл каçнине палăртма пулать. Хушма хуçалăхсенче çеç 2-3 çемье выçăпа вилнине калаççĕ. Ку, тĕпрен илсен, ноябрьпе декабрь ытти çулхисенчен ăшăрах килнипе, пыл паракан хуртсем çăмхана час чăмăртанса ларманнипе, çавна май хĕл каçмалли апата ытларах çинипе çыхăннă. Кĕркунне ревизи августра е сентябрьте тăватпăр, ун чухне çанталăк мĕнле пулассине пĕлменнипе çимеллине чылайăшĕ палăртнинчен ытларах хумастпăр. Çакна пула тăкак куратпăр та ĕнтĕ. Вĕлле хурчĕсен ăратне те пăхмалла. Тĕслĕхрен, карпатри ăрат среднерусскинчен 3-4 килограмм ытларах апат çиет.

Ылтăн хуртсем пĕрремĕш вĕçеве тухсанах кандипе пыльца парсан аван. Каярах инверт шерпечĕпе усă курсан лайăх. Ковитсан препарат амасене ытларах çăвăр сапма пулăшать. Çуркунне вĕллесене лайăх тасатмалла, электричествăпа усă курса хуртсене ăшăтсан та пыл илесси ỹсет.

Çывăх вăхăтра утарçăсемпе семинар-канашлу ирттерме палăртнă.

Н. ПИРОЖКОВ, зоотехник-утарçă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика