АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен нихçан çухалмĕ чапĕ

26 марта 2014 г.

Çемьене йăх-несĕле малалла тăсакансем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килсен Хитровсем савăннă: Энтип, Симун, Ваçили. Анчах та çак патвар каччăсем мăшăрланса çемье çавăрнă вăхăтра шăпах фашистла Германи Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçласа янă. Ялти мĕн пур вăй питти çын Тăван çĕр-шыва сыхлама тухса кайнă. Совет халăхĕ вăрçăра та, тылра та паттăрлăхпа хăюлăх, тăрăшулăх кăтартса тăшмана çĕнтерме пултарчĕ. Çĕр-шывшăн йывăр вăхăтра Кĕçĕн Арапуç чăвашĕ Семен Трифонович Хитров та пысăк ĕç тунă. Çак хастар вăрçă пуçланичченех ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ, коллективлă хуçалăх йĕркелесе ура çине тăратма тăрăшнă. Маларах вара водителе вĕренсе тухнă, Турханти ялпора груз турттаракан машинăпа нумай вăхăт хушши ĕçленĕ.

Вăрçă пуçланнă хыççăн çиччĕмĕш кунĕнчех унăн салтак ретне тăма ят тухать. Семен Трифонович военкомат представителĕпе пĕрле Турхантан хăй ĕçлекен машинипех çемйипе сыв пуллашма килет. Мăшăрĕ Таççук аппа тăваттăмĕш пепкине тин çеç алла илнĕ пулнă. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Амăшне пĕччен хуçалăха тытса тăма, ачисене çитĕнтерме епле йывăр пуласси каламасăрах паллă...

С. Хитров Воронеж фронтĕнче хамăрпа кỹршĕллĕ Пикшик тутарĕпе Э. Хамзинпа тĕл пулать-мĕн. Анчах вăл та унăн шăпи пирки вăрçăран таврăнсан тăванĕсене темех каласа паман : "Пĕррехинче, эп курнă чухне, çар хатĕрĕсем тиенĕ машина путса ларнă пирки нушаланатчĕ, ним тăвайманран тарăхнипе хăй çинчи фуфайкине хывса кустăрма айне хучĕ. Ун хыççăн пĕр-пĕринпе тĕл пулман". Кĕске хыпар çакă çеç.

1943 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче хăрушă та пĕр тан мар çапăçура çар хатĕрĕсем турттарса тăнă вăхăтра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна "Хĕрлĕ çăлтăр" орден памалла тунă. Анчах шел, ефрейтор ырă хыпара пĕлеймесĕрех вилет.

Пирĕн ентешĕмĕр Харьков облаçĕнчи Богодуховски районĕнчи Кадница ялĕнче тăванла масарта канлĕх тупнă. Вăл пысăк ял: вырăссем, украинецсем, дагестанецсем пурăнаççĕ. Эпир С. Хитров вил тăприне "Астăвăм" кĕнеке тăрăх шырама çула тухсан пире А. Мансуров текен дагестанец тĕл пулса масар çине илсе кайрĕ. Унта çитсе пуç тайнă хыççăн вара хамăр йăлапа асăнма тесе хăйсен килнех кайрăмăр. Унăн мăшăрĕ Украинăранччĕ. Российăран хисеп туса килнине пĕлсен ытти юлташĕсем те пуçтарăнчĕç. Чылайччен калаçса лартăмăр эпир пĕрле.

Аса илỹ тăрăх çакă паллă пулчĕ: Кадница ялне виçĕ пине яхăн нимĕç салтакĕ пырса кĕнĕ. Çакăн пирки пирĕн разведкăна пĕлтерсен икĕ енчен "Катюшăпа" çунтарма пикенеççĕ. Нимĕçсене хăваласа ярсан вара ялти шкул директорĕ çамрăксемпе юлнă ватă çынсене пуçтарса совет салтакĕсен виллисене тăванла масара, С. Хитровпа юнашар пытарнă. Унта тимĕр карта тытнă, чăрăшсем лартнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче кунта çамрăксене пионера, комсомола илесси, çамрăк мăшăрсене регистрацилесси йăлана кĕнĕ пулнă. Анчах Украина Президентне Ющенко ларсан, çак мероприятисене ирттерме чарса лартнă. Януковича вара питĕ ырăпа асăнатчĕç. Çак палăк умĕнче йĕркелекен мероприятисем те çĕнĕрен вăя кĕнĕ.

Çаксене шута илсен çапла та калама пулать: Украинăра та ырă çынсем питĕ нумай, анчах ман шутпа бендеровецсем Украина халăхне ыттисем хушшинче намăса хăварчĕç.

В. СЕЛИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика