29 марта 2014 г.
Мартăн 25-мĕшĕнче ра-йон депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Халăх суйланă çынсем кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухса вун ултă йышăну кăларнă.
Лару ĕçне депутатсемсĕр пуçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, район прокурорĕн çумĕ В. Ягудин, предприятисемпе учрежденисен ертỹçисем хутшăннă.
Ларăва район пуçлăхĕ _ депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пынă.
Чăн малтанах депутатсем пĕр саслăн пулса 2014 çулхи ĕç планне йышăннă. Çавăн пекех 2013 çулхи район бюджетне мĕнле пурнăçлани, тĕрĕслевпе шутлав органĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчетсене çирĕплетнĕ, депутатсен Пухăвĕн 2014 çул, 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан йышăнăва хушусем кĕртнĕ, награда ыйтăвĕсене пăхса тухнă тата ытти те.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)