29 марта 2014 г.
Районта паян культура сферинче 47 культурăпа кану учрежденийĕ, 29 библиотека тата музей ĕçлеççĕ. 328 кружокпа секцисене 4 пин ытла çын çỹрет. 10 ăсталăх коллективĕ сумлă "халăх" ятне илнĕ.
Иртнĕ çулсенче çĕнсе илнĕ грантпа Шăнкăртамра тата Хирти Пикшикре культура çурчĕсене юсанă. Юлашки çулсенче 5 объекта çĕнетнĕ.
Культура учрежденийĕсенче ăста çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсемех артист та, психолог та, культура еткерлĕхне упракан та, тĕрлĕ тĕл пулу йĕркелекен те, "çавра сĕтел" хушшине чĕнекен те.
Ытлари кун районти культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ В. Осипов, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова, тĕп библиотека директорĕ Н. Исаева, культурăпа кану центрĕн ертỹçи А. Овчинникова, "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ П. Логунова, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн çумĕ О. Гусарова саламларĕç.
Уяв парнесĕр иртмест. Ку хутĕнче те çаплах. Тăрăшса ĕçлекен культура ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чысларĕç. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем кăçал паллă тума хатĕрленекен юбилярсен конкурсне те ирттерчĕç. Сцена çине тухнă ĕçтешĕсем халăха çеç мар, хăйсене те юрă-ташă парнелесе хавхалантарма пултарнине çирĕплетрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)