29 марта 2014 г.
Çапах унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кỹрет", _ çапларах пуçланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвĕнче.
Тивĕçлĕ кăтарту тенĕрен, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, Чăваш Ен çĕр-шыври коррупци шайĕ чи пĕчĕк виçĕ субъект шутне кĕнĕ. Çакă республикăра ку енĕпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетет. Апла пулин те ĕçлемелли пайтах-ха. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе _ патшалăхăн электрон пулăшу ĕçĕсене май пур таран вăйлăрах аталантармалла, çакă хайхи пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансем чиновниксемпе курнăçассине чакарĕ, çавна май коррупци никĕсĕ хавшасса шанма пулать.
Пĕлтĕр коррупци сĕмĕл-лĕ 559 преступление тупса палăртнă _ виçĕм çулхинчен сахалрах, анчах çав преступленисене тунă çынсен шучĕ çулталăк маларахри шайрах _ 170. Вĕсен шутĕнче _ 41 ертỹçĕ.
Ларура республика, муниципалитетсен шайĕнчи нормăпа право акчĕсене тивĕçлĕ экспертиза туни пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çакă тĕрлĕ документри коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсенчен сыхланма кирлĕ. 1,5 пин ытла актран 280-шĕнче çавнашкаллине тупса палăртнă, муниципалитетсен шайĕнче _ 474. Çав шутра тĕрлĕ шайри яваплă çынсем хăйсен компетенцийĕн картинчен тухни те, "ытлашши" требованисем палăртни те, ытти те.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)