АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак службинчен тарса хăтăлаймăн

29 марта 2014 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çуркуннехи призыв тапхăрĕ "старт" илет. Çавна май Патăрьелĕнчи следстви пайĕпе кăнтăр райо-нĕсенчи çар пайĕсен пуçлăхĕсем таврари район хаçачĕн сотрудникĕсемпе тĕл пулса иртнĕ çулхи призыв итогĕсене тишкерчĕç, черетлĕ кампание тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярас ыйтăва çивĕчлетрĕç.

Малтан следстви уйрăмĕн ертỹçи Р. Шайхалов 2013 çулта, çавăн пекех кăçалхи виçĕ уйăхра çар ретне тăрассинчен пăрăнса çỹрекен çамрăксем пирки уголовлă ĕçсем пуçарнă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ку тĕлĕшпе пакунлисемпе çар комиссариачĕ, вырăнти влаç органĕсем "чан" çапнин усси пур. Çапах çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса çỹрекенсемпе профилактика калаçăвĕсем, çак ыйтупа ашшĕ-амăшĕпе уйрăм тĕл пулусем йĕркелеме сăлтавĕ пысăк. Акă, пĕлтĕр Чăваш Республикинче таркăн призывниксем пирки 25 уголовлă ĕç пуçарнă. (2012 çулта _ 14, 2011 çулта _ 38). Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çар комиссариачĕн хура списокĕнче каччăсем 19-ăн. Пурин пирки те уголовлă ĕç пуçарнă. Тăватă района пăхсан Патăрьелсем "рекордсменсем" темелле: районти следстви уйрăмĕн сотрудникĕсем 12 ĕçе тĕпченĕ. Çав вăхăтрах Шăмăршă районĕнче çакнашкал виçĕ, Комсомольскипе Елчĕк районĕсенче икшер таркăнăн çулне пỹлнĕ.

Тĕпчев çакна кăтартса парать: сывă та тĕреклĕ каччăсемех Конституци тивĕçне пурнăçлассинчен пăркаланса, тарса çỹренин тĕп сăлтавĕ _ çамрăксен салтака каяс килменни-мĕн. Анчах та темшĕн уголовлă ĕç пуçарнă хыççăнах вĕсенчен кашнийĕ хăйсен айăпне, йăнăшне йышăнать. Паян тесен паянах салтак тумне тăхăнма хатĕррисем те пур.

Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: РФ УКăн 328 статйин 1-пайĕпе килĕшỹллĕн çамрăк суд сакки çине ларса хĕрелни малашне салтака каяссинчен хăтарнине пĕлтермест. Кун пирки тĕл пулура Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар пай пуçлăхĕ П. Васюков та тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çакнашкал çынсене саккунпа килĕшỹллĕн икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Штраф размерĕ те пĕчĕк мар: 200 пин тенкĕ! Çавăнпа та кашни яш каччă тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каяссине хăйĕн чысĕ, сумĕ, мăнаçлăхĕ тесех йышăнмалла.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика