29 марта 2014 г.
Юлашки çулсенче гражданла брак, ар хутшăнăвĕсем çинчен сахал мар калаçу илтетпĕр. Хăйне кура культурăн пĕр пайĕ шутланса тăракан пулăм çитĕнекен ăрупа тỹрремĕнех çыхăннă. Ку енĕпе воспитани ĕçне шкулпа çемьере туса пыни вырăнлă. Шăпах çакна тĕпе хурса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тĕрлĕ шайри специалистсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцине хутшăнса 8-9 классенче вĕренекен хĕр ачасем патне районти тĕп больницăри Т. Жирнова гинеколог килчĕ. Татьяна Аркадьевна вĕсемпе _ пулас ача амăшĕсемпе _ уçă калаçу йĕркелерĕ, çитĕнекен ăру хăйне мĕнле тытмалли çинче чарăнса тăчĕ, шăнса пăсăласран асăрханмаллине палăртрĕ, наркомани, алкоголизм, пирус туртни ют пулмаллине ĕнентерчĕ, çакăнта чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне мала хума ыйтрĕ. Паянхи шкул саккинче ларакансем çемье вучахне тытса пыракансем пулаççĕ-çке. Çавăнпа кашни утăма шухăшласа тумалла, йывăрлăхсем сиксе тухсан хăй çине алă хурассинчен сыхланмалла тата ытти те.
Калаçăва çирĕплетекен фильм пăхни те вырăнлă пулчĕ. Врач вĕренекенсен чылай ыйтăвĕ çине тулли хурав пачĕ.
Л. ВОЛКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)