02 апреля 2014 г.
Хĕл ниепле те çура парăнмасть: юлашки сивĕсем килеççĕ. Ирлĕ-каçлă аванах шăнтнипе усă курса Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче кĕрхи культурăсене аммиак селитрипе апатлантарма пикеннĕ.
_ Пĕлтĕр 406 гектар "Московская _ 39" тулă акса хăварнăччĕ. Вăл аванах хĕл каçнă. Иртнĕ эрне кун, мартăн 28-мĕшĕнче, калчасене, лайăхрах вăй илсе кайччăр тесе апатлантарма пуçларăмăр. Пĕр гектар пуçне пĕр центнер удобрени тивет, _ пĕлтерет хуçалăх ертỹçи Н. Михайлов.
Ирхи 6 сехетрех хирте трактор сассисем илтĕнеççĕ. Механизаторсем хавхалансах ĕçе пуçăннă. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине вĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçлаççĕ. О. Шлаев тракторист "Амазония" агрегатпа симĕс пуçĕсене кăшт çеç кăтартнă, хĕвел ăшшишĕн тунсăхласа çитнĕ калчасем тăрăх çỹрет. И. Мулендеев хурçă "ут" çумне вырнаçтарнă ятарлă хатĕрпе (погрузчикпа) михĕсем çине тултарнă аммиак селитрине тиесе тăрать. А. Васильевпа В. Едифанов кашни утăма шутласа виçеççĕ: кĕштĕк лаптăк та сапăнмасăр ан юлтăр теççĕ. Пĕр сăмахра, килĕштерсе вăй хунăран ĕç кал-кал пырать.
Çанталăк çакăн пекех сивĕ тăрсан хуçалăхра паян-ыран кĕрхисене апатлантарса пĕтереççĕ.
Хуçалăх производство кооперативĕнче çур акине хатĕрленсе тракторсене тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене юсаса пĕтернĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Вăрлăх вара сутлăх та пур.
Хаçат пичетленнĕ çĕре хуçалăхра кĕрхи культурăсене апатлантарса пĕтернине пĕлтерчĕç.
Сăмах май каласан, "Красное знамя", "Первомайск", "Малалла" ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсене аммиак селитрипе сапма пуçăннă. "Красное знамя" хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксене те апатлантарма пикеннĕ.
Района 1240 тонна минераллă удобрени турттарса килнĕ.
Çурхи ĕçсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материал кирлинчен 58 процент пур.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн 79 проценчĕ кондициллĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)