02 апреля 2014 г.
Мартăн 29-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче республикăри кăнтăр районсенчи (Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă) утарçăсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Унта Улатăр, Вăрнар, Тăвай, Канаш тăрăхĕсенчи вĕлле хурчĕ тытакансем те хутшăннă. Мероприятие район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков уçнă. Мансур Минивелиевич Юхмапа Пăла тăрăх пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн Н. Пирожков утарçă-зоотехник сăмах илнĕ. Вăл вĕлле хурчĕсем тытакансене çĕнĕ технологисен витĕмĕ пысăккине, пирĕн тăрăхра вăтам вырăс ăрачĕ лайăх тупăш панине палăртнă.
Канашлăва Рязаньти П. Костычев ячĕллĕ агротехника университечĕн агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен квалификацине ỹстерекен кафедрин доценчĕ Н. Попова хутшăнса пирĕн çĕр-шывра вĕлле хурчĕсене ĕрчетесси еплерех пыни, ку енĕпе хăш регионта уйрăмах ăнăçлă вăй хуни, ылтăн хуртсенчен ытларах пыл илесси пирки каласа кăтартнă.
Çĕрпỹрен килнĕ А. Федоров предприниматель республикăра утарçăсен обществине йĕркелес ыйтăва хускатнă, кăнтăр районĕсенче пурăнакансенчен ыттисен те тĕслĕх илмеллине пĕлтернĕ.
Чăнах та, пирĕн тăрăхра вĕлле хурчĕсем ĕрчетессипе аван ĕçлеççĕ. Кунта Н. Пирожков тỹпи те пысăк. Николай Петрович Раççейĕн тĕрлĕ регионне çитет, конференцисене хутшăнать, хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Вăл тăрăшнипех çулсерен утарçăсем çуркунне вĕлле хурчĕсем мĕнле хĕл каçнине пĕтĕмлетеççĕ.
Фойере "2014 çулхи чи лайăх пыл" конкурс иртнĕ. Шăмăршăри Л. Силюков илсе килнĕ пылак çимĕç нумайăшĕн кăмăлне кайнă. Иккĕмĕш вырăна Турханти И. Кошкин, виççĕмĕшне Улатăрти А. Кириллов йышăннă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)