АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2013 çулхи Республика бюджетне çапла пурнăçланă

02 апреля 2014 г.

Чăваш Республикин Финанс министерствин пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2013 çулта республика бюджетне тупăшсем енĕпе 35 млрд та 622 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ỹсĕм 2 млрд та 363 млн тенкĕ е 7,1:. Харпăр хăй тупăшĕсене (налуксем, налук шутланманнисем) 20 млрд та 385 млн тенкĕ чухлĕ пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ỹсĕм 9,2:. Чăваш Ен çак кăтарту ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 2-мĕш вырăнта, кунта вăтам кăтарту _ 103,5:, Раççей Федерацийĕпе _ 101,6:. 2013 çулта налук тата налуксем шутланман тупăшсен хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă, 2012 çулхинчен 2 картлашка çỹлерех хăпарнă.

Харпăр хăйĕн тупăшĕсем пысăк хăвăртлăхпа ỹсни налук хăвачĕ çирĕпленнине, организацисен финанспа хуçалăх тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çавăн пекех республика ертỹлĕхĕн йышăнăвĕсем тивĕçлипех усă кỹнине пĕлтерет.

Чăваш Республикине бюджет тивĕçтерĕвне шайлаштарма паракан дотацисем ỹссе пынине 2-мĕш ỹкерчĕкре кăтартнă.

Çакă республика Правительстви федераци бюджетĕнчен хушма укçа явăçтарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине çирĕплетет. Ỹсĕм хăвăртлăхĕпе 2013 çулта республика федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă.

2013 çулта республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕсен тытăмĕнче налук тупăшĕсем 95,3: йышăнаççĕ, налук шутланман тупăшсем _ 4,7:. Налук хумалли тытăма çĕнетсе улăштармалли ĕçсем ирттернипе 2013 çулта налук тупăшĕсен калăпăшĕ 2012 çулхинчен 1 млрд та 579 млн. тенкĕ ỹснĕ. Çапла вара отчетлă çулта налук тупăшĕсем 19 млрд та 420 млн тенкĕ ỹснĕ.

Чăваш Республикин Финанс министерствин кăтартăвĕсемпе 2013 çулта харпăр хăй тупăшĕсем тăрăх планран ытлашши 332,2 млн тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутра уйрăм çынсен тупăшĕсенчен илекен налук _ 5463 млн тенкĕ, организацисен пурлăхĕнчен илекен налук - 159,6 млн тенкĕ, 2012 çулхинчен ỹсĕм 8,8: тата 37,9: пулнă.

Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ: отчетлă çулта республика бюджечĕн тупăшĕсем 2007-2008 çулхи кризисченхи кăтартусенчен 1,5-2 хут ỹснĕ. Ку финанспа экономика сферинче йывăр лару-тăрăва çĕнтерес енĕпе Чăваш Республики бюджет, финанс, налук политикине пĕлсе тытса пынине çирĕплетет. 2013 çулта бюджета тăкаксем енĕпе 36 млрд та 792 тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ỹсĕм 1 млрд та 575 млн тенкĕ е 4,5: млн. Чăваш Республикин республика бюджечĕн тĕп палли _ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулни: социаллă пурнăçпа культура тытăмĕ валли (вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, культура, массăллă информаци хатĕрĕсем, физкультурăпа спорт, социаллă политика) тăкакланин пайĕ 2013 çулта тăкаксен пĕтĕмĕшле хисепĕн 68,2: пулнă (2011 çулта _ 62,3:, 2012 çулта _ 68,3:).

Тăкаксен тытăмне 5-мĕш ỹкерчĕкре кăтартнă

Социаллă политика валли 2013 çулта 7 млрд та 684 тенкĕ (2012 ç. шайĕнчен 109,1:) янă. Уйăрнă укçа-тенке социаллă тивĕçтерỹ, хỹтĕлев валли, социаллă пулăшу пама, çавăн пекех социаллă объектсем тума (юсама) янă. 2013 çулта сывлăх сыхлавĕ валли 6 млрд та 465 млн тенкĕ уйăрнă.

Çак укçа 2768 оборудовани туянма, сывлăх сыхлавĕн 35 учрежденине юсама, сывлăх сыхлавĕн пур сыпăкне те пĕрлеш- терекен пĕр пĕтĕм информаци тытăмĕ йĕркелеме, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ пама, диагностика тата пысăк технологиллĕ оборудовани, эмел хатĕрĕсем туянма, медицина учрежденийĕсемпе фельдшер-акушер пункчĕсем тума (юсама) пулăшнă.

Вĕренỹ валли 2013 çулта 9 млрд та 432 тенкĕ (2012 çул шайĕнчен 119,1:) уйăрнă. Укçа-тенке шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ỹстерме, вĕренỹ учрежденийĕсем тума (юсама) тата ытти тĕллевпе янă. Çапла вара вĕренỹ отрасльне аталантарассишĕн республика Правительстви çине тăрать, çакна чи малтанах 2013 çулта 2009 çул шайĕнчен 4,9 хут нумайрах укçа уйăрни те çирĕплетет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика