02 апреля 2014 г.
Çитĕнекен ăру пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пĕлнине çирĕплетес, инкек-синкекре çухалса каймасăр вут-кăвара хирĕç тăма пултарнине ĕненмел ле çутатса парас, çурт-йĕре ярса илнĕ çулăм çын пурнăçĕшĕн хăрушă тăшман пулнине палăртас, çакнашкал лару-тăрура пĕр-пĕрне пулăшмаллине аса илтерес тĕллевпе ВДПОн районти уйрăмĕ çуллен конкурс ирттерет. Ăна ку енĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ тата гражданла хỹтĕлевпе чрезвычайлă лару-тăру пайĕсем, 26-мĕш пушар чаçĕн хуралĕ те пулăшаççĕ. Кăçал тупăшу 3 ỹсĕм шайĕпе иртрĕ: 6-10, 11-14, 15-18 çулсенчисем. Шкул çулне çитменнисем "Чи çамрăк участник" номинацире тупăшрĕç. Ĕçĕсем тĕрлĕ енлĕ: ỹкерчĕк, плакат, стена хаçачĕ, эмблема, аппликаци, тĕрлесе, çыхса, вĕтĕ шăрçапа илемлетсе, йывăçран касса кăларса, конструкци, макет... Пуç ватмăшсемпе видео-аудиона та йышăнчĕç.
Ỹкерчĕк туса Сăкăтри "Çăлкуç" ача садĕнчи К. Мишина пĕр-ремĕш, Шăхачри шкул-садри А. Тимошкина, Д. Латышова пĕрремĕш, Н. Горбунова иккĕ-мĕш, Патăрьелĕнчи тĕп ача садĕнчи А. Раськина виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
11-14 çулхисен ĕçĕсенчен Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти И. Калайбашев Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти В. Журавлев иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи И. Мазякова виç-çĕмĕш тухнине палăртмалла.
Аслăраххисенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Валитов малти, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Натальяпа Дарья Павловасем иккĕмĕш, Алманчăри С. Чихин виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Шел те, конкурса районти кашни шкултанах хутшăнман. Вĕсенче те тĕрлĕ енлĕ ăсталăх кăтартакансем пурах. Район шайĕнчи конкурсра çĕнтернисене Хисеп грамотисемпе наградăлаççĕ, ĕçĕсене республикăна тăратаççĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)