АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхене пĕлетĕр-и?

02 апреля 2014 г.

 Тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн çунакан хастарсем республикăра пĕлтĕр çакнашкал акцие пуçласа ирттерчĕç. Пирвайхи "икерчĕ" начар мар пиçнине кура ăна кăçал та акан 25-мĕшĕнче, шăпах Тăван чĕлхе кунне уявланă чухне тепĕр хут анлăн ирттерме шутлаççĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма шкул ачисемпе студентсем çеç мар, тĕрлĕ ĕçри, тĕрлĕ ỹсĕмри чăваш çыннисем те алла хутпа ручка тытĕç е компьютер умне ларĕç. Иртнĕ çул çак ĕçре Патăрьелсем те пысăк пуçарулăх кăтартнăччĕ. Çавăнпа та хальхинче те хăйсен чĕлхе пуянлăхне еплерех пĕлнине тĕрĕслесе пăхас текенсем сахал мар пулĕç.

Сăмах май каласан, пĕлтерĕшлĕ çак пулăмшăн кăçал гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ яваплă. Диктант текстне çырма вара Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн ĕçченне, нумай кĕнеке авторне, пирĕн ентеше Кивĕ Ахпỹрт хĕрне Марина Карягинана шаннă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика