05 апреля 2014 г.
НУМАЙ пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттересси пирки ятарлă Указ кăларчĕ. Унпа килĕшỹллĕн ахаль çынсен вырăнсенчи спорт керменĕсене уйăхне пĕр хутчен тỹлевсĕр кĕме ирĕк пур. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче çĕнĕ йĕрке вăя кĕричченех сывлăх кунне йĕркелесси йăлара пулнă-ха. Халĕ вара çак ыйтупа пушшех тухăçлă ĕçлеççĕ. Уйăхăн кашни виççĕмĕш шăмат кунĕнче спортпа туслă хастарсем ФСК çăмăллăхĕпе ирĕккĕнех усă курма пултараççĕ.
Сăмах май каласан, кунта хальхи вăхăтра та кашни кунах 200 çынтан кая мар сывлăха тĕреклетмелли тĕрлĕрен залра пиçĕхет, бассейнсенче ишсе киленет. Çемйипех хăйсен пурнăçне спортпа явăçтарнисем те пур. Ку тĕлĕшпе район центрĕнче пурăнакан Лялькинсем, Перепелкинсем, Цветковсем ырă тĕслĕхлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)