АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси ỹсет

05 апреля 2014 г.

Раççей правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 процент ỹсеççĕ, федераци çăмăллă-хĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан тỹлевсем тата соцпакет хакĕ _ 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ нарăс уйăхĕнчи ỹсĕмрен 1,7 процент пысăкланать. Çапла пĕлтерет РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.

Чăваш Республикинче социаллă пенсин вăтам виçи 947 тенкĕ ỹссе 6522 тенке çитет, инвалид ачасен тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен _ 1515 тенкĕ ỹссе 10376 тенке. Аса илтеретпĕр: ĕç пенсийĕсене кăçал нарăсăн 1-мĕшĕнчен инфляцие кура 6,5 процент индексациленĕччĕ. Ака уйăхĕнчи коэффициента Пенси фончĕн пĕлтĕрхи тупăшĕ пĕр пенсионер пуçне мĕн чухлĕ тухнине кура палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа ватлăхпа паракан пенси вăтамран 785 тенкĕ ỹснĕ. Ĕç пенсийĕ _ кăçалхи нарăс уйăхĕнчипе танлаштарсан _ 175 тенкĕ хăпарса 10380 тенке çитнĕ, ку пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (4963) 2,1 хут нумайрах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика