05 апреля 2014 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чăваш Енри потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин тишкернĕ. Вăл Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин прогнозĕпе килĕ-шỹллĕн 2014 çулта Раççей Федерацийĕнче инфляци тĕллевлĕ кăтартуран (5 процент) ỹсессе, 5,5-6 процент пуласса палăртнă.
Чăваш Енре прогноз тăрăх инфляци 5,8 процент шайĕнче пулмалла. Чăвашстат малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх _ 2014 çулхи 1 кварталта инфляци 2,7 процентпа танлашнă, ку 2013 çулхи çак тапхăртинчен 0,6 процент пысăкрах.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян çĕр-шывра таварсен дефицичĕ çуккине палăртнă, çавăнпа хăш-пĕр апат-çимĕç продуктне хаклатнин сăлтавĕсене тишкермелле, ку пулăма иртнĕ çулта республикăра япăх тухăçлă тыр пул пухса кĕртнипе çыхăнтармалла мар.
"Эпир пĕр пĕтĕм экономика анлăшĕнче пурăнатпăр, енчен те ял хуçалăх продукцийĕн пĕр-пĕр енĕпе регионта тухăç япăх-тăк çак çимĕçсене кỹрсе килме май пур, кунта çивĕч ыйту тухса тăмалла мар. Пирĕн тĕп тĕллев _ конкуренци валли, тавар ăна туса кăларакан патĕнчен ирĕккĕнех потребитель патне çиттĕр тесе условисем туса парасси, хаксене сăлтавсăр ỹстерес мар тесе тăрăшасси," _ палăртнă Михаил Игнатьев.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)