АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр

05 апреля 2014 г.

 Христос тĕнĕпе пурăнакансемшĕн Аслă типĕ вăхăчĕ _ пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Çичĕ Эрнене тăсăлакан типĕре Турра ĕненекенсем аш-какай, сĕт-çу, çăмарта, пулă çимеççĕ. Пулă астивме Пăлхавăшнийпе Кăчкă праçникĕнче (Вербное вескресение) çеç юрать. Çак типĕре пурин те типĕ çисе, чиркĕве çỹресе, çылăхран ỹкĕнсе, пĕр-пĕрне каçарса,Туррăн Ỹчĕпе Таса юнĕнчен пай илсе сыпма тăрăшмалла. Типĕ йĕркине пăсмасăр тытакансене Мăнкун çитиччен темиçе хутчен те сыпма юрать.

Мăнкун типпи _ çылăхран ỹкĕнсе тасалмалли чи кирлĕ вăхăт. Çак тапхăрта ут-пỹ, апат çиес енĕпе çеç мар, ăс-тăнпа чун-чĕре, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те чаруллă пулса, ырă ĕç туса, пĕр-пĕрне пулăшса, хĕрхенсе, юратса пурăнмалла, çак ырă йăла-йĕркене вара çулталăк тăршшĕпех тытса пымалла. Çавăн чухне çеç эпир, чăн-чăн христиансем пулса, Туррăн çỹлти патшалăхне кĕме тивĕçлĕ пулăпăр.

Типĕ тытни чуншăн та, ỹтшĕн те усăллă. Типĕ апат-çимĕç, улма-çырла, пахча-çимĕç организма тĕрлĕ каяшсенчен (шлаксенчен), наркăмăшлă япаласенчен тасатать, холестеринпа сахăр шайне, ытлашши виçене чакарма пулăшать. Таса чиркỹ япăх сывлăхлă, чирлĕ çынсене, священник пиллесен, аш-какайсăр пуçне ытти пур тĕрлĕ çимĕçе те çиме ирĕк парать.

Аслă типĕре кĕлĕ йĕркисем урăхларах, тарăнрах, нумайрах пулса пыраççĕ. Çавăнпа кашни кунах Евангелипе Псалтирь вулама тăрăшмалла. Савăнăçлă уявсене, ĕçкĕ-çикĕсене хутшăнмалла мар. Типĕ йĕркине уйрăмах малтанхи эрнере тата юлашки асап эрнинче çирĕп пăхăнмалла.

Таса пурăнăçлă Ефрем Сирин çак аслă типĕре кашни кун каласа е вуласа пуç çапмалли кĕлĕ çырса хăварнă. (Вырăссен аслă поэчĕ А.С.Пушкин çав кĕлле сăвăласа та çырнă). Акă çав кĕллĕн сăмахĕсем:

"Эй, ман пурнăçа тытса тăракан Патша Турă, мана юлхава ересрен, хуйха ỹкесрен, пуçа асла хывасран, кирлĕ мара калаçасран чарса тăр.

Мана, Ху чуруна, таса шухăш, йăвашлăх, тỹсĕмлĕх, çынна юратас кăмăл пар. Эй, Патша Турă, мана хам çылăхăмсене курса тăма пар, çынна айăпласа калаçасран чарса тăр.

Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă.

Аминь".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика