АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире чĕнет (сăвăлла ỹкĕт сăмахĕ)

05 апреля 2014 г.

Чун- чĕре туртăмне

Кăмăлтан палăртса,

Итлĕр чун кĕввине,

Чăн Турра мухтаса.

 

Çỹлти Турă таса,

Тĕнчене çутатать,

Этеме юратса,

Ырлăхне антарать.

 

Аслă Турă куллен

Тĕнчене ăшăтать,

Халăха çулсерен

Ырă çимĕç парать.

 

Кулленхи ĕç-хĕлпе

Вăл пире вăй парать

Хуйхăра, инкекре

Яланах пулăшать.

 

Кашни çын пурнăçне

Усалтан хỹтĕлет,

Ыранхи кун ĕçне

Малтанах Вăл пĕлет.

 

Турă панă саккун

Пире çул кăтартать,

Парнелет çутă кун,

Тамăкран хăтарать.

 

Пире Турă чĕнет

Пĕр-пĕрне юратма,

Килĕшсе пурăнма,

Ỹкĕнсе каçарма.

 

Çылăхран тасалма

Пире панă чиркỹ,

Юрату, каçару,

Ĕненỹ,ỹкĕнỹ.

 

Аслă типĕ çитсен,

Чиркĕве пухăнар,

Çылăхран ỹкĕнсе,

Христоса йăлăнар.

 

Вилĕмрен чĕрĕлсе

Пурнăç панă Турра

Кулленхи ыр ĕçпе

Пуççапса тав тăвар.

 

Турăран хăраса,

Юратса пурăнар,

Чĕререн кĕлтуса,

Тăрăшса çăлăнар.

Леонид ЛЯЛЬКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика