АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫР ТУНИ çĕРЕ ỹКМĕ

05 апреля 2014 г.

Телевизорпа паракан илĕртỹллĕ передачăсем вăхăтĕнчи кĕске тăхтавсенче ача çурчĕсенчи тăлăхсене пĕр хутчен çеç мар кăтартнине курнă. Кашнийĕ çемьере пурăнас ĕмĕтлĕ вĕсем. Пурте ашшĕ-амăш хỹттинче пуласшăн. Чакăр куçĕсемпе экрантан тĕм-сĕлсе пăхакан ачасене курсан шеллемеллипех шеллетĕн. Никамăн чунĕ те чул мар. Май пур таран вĕсене пулăшас та килет. Çак сăлтавпах ĕнтĕ çулсеренех "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафона та ирттереççĕ. Унтан пирĕн район халăхĕ те айккине пăрăнса юлмасть. Май пур таран кашнийĕ ятарлă фонда укçа-тенкĕ хывма тăрăшать. Иртнĕ çул пухмача 300 пин тенкĕ ытла кĕ-нĕччĕ. Пĕччен сурать типсе пырать, халăх сурать кỹлĕ пулать тени ĕнтĕ çакă. Пухăннă укçа-тенкипе те вырăнлă усă курнă. Унпа 2013-2014 вĕренỹ çулне каякан йывăр шăпаллă 23 ачана шкул тата спорт тумтирĕ туянса панă. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи çитĕнекен ăрăва пурлăх енчен пулăшу кỹнĕ. "Россельхозбанкăн" районти филиалĕ Сăкăтри нумай ачаллă пĕр çемьене компьютер парнеленĕ тата ытти те.

_ Кăçал та ыр кăмăллăх марафонĕ ăнăçлă пырать. Ятарлă счет çине 139 пине яхăн укçа кĕнĕ. Район администрацийĕнче, вĕрентỹ системинче, "Булат" пĕрлешỹре ĕçлекенсем курттăммăн куçарчĕç. "Исток", "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕсем, Р. Санзяпов хресчен фермер хуçалăхĕ, "Шыгырданы" предприяти, Аслă Чемен ял тăрăхĕн администрацийĕ, "Россельхозбанк" кăтартуллă ыр кăмăллăх кỹчĕç. Районти сывлăх хуралĕнче вăй хуракансен çарĕ пысăк. Вĕсем те марафона çулленех хутшăнаççĕ. Ачасемшĕн кỹрекен ыр кăмăллăхран никам та айккине тăрса юлмасть, _ тет районти социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ Н. Никитина.

Марафон июнĕн 1-мĕшĕччен _ Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кунчченех _ пырать. Паян унта хутшăнайманни ыран е каярах та укçа-тенкĕ хывма пултарать. Кашни ача телейлĕ ỹсесшĕн. Аслисен айăпне пула хур курма çуралманах вăл. Эппин, айтăр-ха кашнийĕ ырă тума тăрăшар.

Пулăшу кĕтекенсем татах та пур. Крымпа Севастополь халăхĕ те алă тăсса парасса шанаççĕ. "Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес" обществи ку енĕпе те ятарлă счет уçнă. Республикăри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви унтан куçса килекен çемьесене те ăшшăн йышăнасса шанать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика