05 апреля 2014 г.
Сăкăтри вăтам шкулта район шайĕнчи "2014 çулталăк вĕренекенĕ" конкурс иртрĕ. Унта вунă шкултан хутшăнчĕç. Конкурсантсем малтан вырăнсенче пултарулăх кăтартнă. Тавçăруллисем, хастаррисем, çĕнтерỹçĕсем вара тепĕр тура тухнă. Ачан хăйĕн ăсталăхĕпе "Айтăр, паллашар" презентаци кăтартмалла пулчĕ. Интеллектуаллă тата "Манăн ăнăçу формули" конкурссем витĕр тухни тивĕçлĕ хак пама май пачĕ. Конкурсантсене юлташĕсем те хавхалантарса пычĕç. Матуррисенчен матуррисем килнĕ иккен тупăшăва. Çакна балсем пĕр пекрех пулни те çирĕплетет. Анчах Сăкăтри вăтам шкулти М. Карикова пуринчен те ытларах пухма пултарчĕ, "2014 çулталăк вĕренекенĕ" ята çĕнсе илчĕ.
Марта 11 класра вĕренет. Тĕрлĕ енлĕ талантлă, тавçăруллă, харсăр, умма лартнă тĕллевне пурнăçлама пултаракан хĕр ача вăл.
Н. ТИНЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)