05 апреля 2014 г.
Культура çулталăкĕпе лаша çулĕ пире ырă çынсем пек хастар ĕçлеме хушаççĕ. Ĕçлесех тесен çанă тавăрмалăх пур. "Авангард" хаçатăн нарăсăн 12-мĕшĕнчи номерĕнче РФ журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ И. Саландаев "культура" сăмаха латынь чĕлхинчен чăвашла куçарса халиччен шутламаннине аса илтерчĕ, тарăннăн ăнлантарчĕ. Пирĕн обществăра пĕр-пĕр çĕнĕлĕх кĕртсен малтанласа эпир çав тери кĕрлетпĕр. Кайран, çур çĕр енчен сивĕ вĕрсен, часах манса каятпăр. Пуçланă ĕçе туллин вĕçне çитерекене пултаруллă çын тесе шутлаççĕ. Çурма çулта чарăнни вара хитре мар. Çавăнпа та пурнăçăн кашни отраслĕнче ĕçлекен ертỹçĕсен ĕç йĕркин тилхепине питĕ хытă тытса пымалла. Лăнчă ярсан лаша та чупма чарăнать.
"Ял культури" сăмахра ял илемĕ çеç мар, çыннисем те сăпайлă пулмалли, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлни палăрать. Самана улшăннă майăн çынлăх пĕте пуçларĕ, пĕр-пĕринче курайманлăх çуралать. "Эп кам" хуçаланасси те пур. Ĕлĕкхи ниме хăйĕн пĕлтерĕшне çухатрĕ. Хăш-пĕр тăван эртеллинче те пĕр-пĕрне пулăшасси пĕтрĕ. Эпир çамрăк чухне те, ỹссе çитсен те çакнашкал пулман. Ватăсене курсан çĕлĕксене хывса пуç таяттăмăр. Пире çапла вĕрентнĕ. Культура вăл йĕркелĕх-çке.
Никам нимĕншĕн те яваплă пулманнине пула çынсенче сăпайлăх пĕтрĕ. Ырă калаçассишĕн тăрăшмастпăр, кирлĕ мар сăмах _ çăвар тулли. Иртнĕ ĕмĕрте те вăл сăмахсемпе калаçман. Вăл вăхăтра профсоюз, комсомол, пионер организацийĕсем, клубĕ, шкулĕ çынпа ĕçленĕ. Колхоз ертỹçисен сăмахĕсем витĕмлĕ пулнă. Йĕрке тăвас ĕçре суйлав пĕлтерĕшĕ те пысăк. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшса ĕçлет пулин те ăна урăххипе улăштаратпăр.
Пуçлăх пуканне йышăнас текенсем вара халăха савăнса кайсах килтен-киле пырса, урамра, лавккара ĕçтерсе çỹреççĕ. Суйлавра суйлансан камран çирĕп ыйтма пултартăр-ха çак кандидат, шутласа пăхăр! Вара нимĕнле ĕç тумасăрах тепĕр суйлавччен патшалăх сĕтелĕ хушшинче шăлаварне çĕтсе ларать. Унăн хуравĕ çук, ăçтан йĕрке пултăр?
Ĕçлесех ĕçлес, обществăра йĕрке пултăр тесен, граждансен пухăвĕсене участокри полицисем хутшăнсан, халăх умĕнче отчет тусан вырăнлă. Паян ял тăрăх ертỹçи çине пысăк яваплăх шаннă, мĕншĕн тесен вăл _ халăхпа ĕçлекен орган.
Аталану, тирпейлĕх халăх ăс-тăнĕнчен нумай килет. Хальхи вăхăтра çĕнĕ çуртсем, лайăх сĕтел-пукансем илсе хваттерсене илемлететпĕр, урайĕнче _ палассем. Урама тухсан вара çул айккинче, çырма-çатра хĕрринче, вăрмансенче тĕрлĕ çỹп-çап, тасамарлăх йăваланса выртать. Çут çанталăка, хамăр сывлакан сывлăша, канмалли вырăнсене варалатпăр. Чир-чĕр сарăласси те çакăнтан пуçланать-çке. Кайран сыватмăш таран чупатпăр. Швецинче вара çак çỹп-çапа ятарласа лартнă ăшă электростанцийĕсенче çунтараççĕ, йỹнĕ энергипе усă кураççĕ. Çавăнпа пуян та вĕсем. Хăйсен чĕр-таварĕ çитменнипе Норвегинчен илеççĕ. Çунтарнă хыççăн йывăр металлă, токсинлă кĕлне Норвегине каялла ярса параççĕ.
Швеци мĕн пурĕ те 4 процент çеç çак тасамарсене çĕр айне пытарать, ыттине усă курать. Кунта çỹп-çапран йỹнĕ электроэнерги туса илес ыйтăва патшалăх программине кĕртнĕ. Швеци Норвегинчен çакна çунтармашкăн тата укçан та илет.
Ман шутпа, халăх тимсĕрлĕхне пула тăкнă çỹп-çапшăн ял тăрăх пуçлăхĕсене штраф панин усси нимĕн те çук пек. Раççейре те Швеци тĕслĕхне пурнăçа кĕртсен хирĕçỹ, пĕр-пĕрне кăмрантарни пĕтĕччĕ. Çакăн пек пулсан культура шайĕ пирте те ỹсĕччĕ. Пысăк хуласенче миçешер тонна тасамарлăх сарăлса выртать тата. Хăйсемпе хăйсем тивсе кайса вĕсем сывлăша варалаççĕ.
Çак хăрушлăх серепинчен хăтăлма кăштах та пулин йывăçсемпе тĕмсем лартни те усăллă. Экологи субботникĕсене хастар хутшăнса нумай йывăç лартатпăр. Отчетсене пăхсан пирĕн районта Сочинчи пек сип-симĕс пулмалла. Йывăçа лартма çеç пĕлмелле мар, ăна пăхмалла, шăвармалла, хурт-кăпшанкăран сыхламалла. Пирĕн енчи халăх йывăç лартса ỹстерме манчĕ пуль вăл. Ĕлĕкхи вăхăтра урамăн икĕ енĕпе те йăмра ỹсетчĕ. Электричество юписене улăштарнă хыççăн вĕсене касрĕç.
Культура çурчĕсен умĕнче те халĕ пĕр йывăç та çук. Культура сăмаха тарăннăн ăнланса пурте пĕр çын пек пулса тирпейсĕрлĕхе пĕтерсе, йывăç лартса ялсене илем кĕртер-ха. Пирĕн çинчен каярах ырă ят юлтăр.
В. СЕЛИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)