АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙОД çИТМЕНРЕН ЧИРЛЕС МАРЧЧĕ

05 апреля 2014 г.

Районти тĕп больницăра 2013 çулхи иккĕмĕш çур çулта эндокринологи енĕпе 150 яхăн çынра чир пулнине тупса палăртнă. Анализсем тăрăх ытларахăшĕн организмра йод çитменни çирĕпленнĕ. Чиртен сыхланас тесен мĕн тумалла-ха? Тинĕс хĕрринче, сăртлă-туллă вырăнта пурăнакан çынсен йод апатпа организма çителĕксĕр кĕрет тесе шикленмелле мар. Тỹрем çĕртисен вара хăрушлăх пур.

Йод _ организмра питĕ кирлĕ микроэлемент. Ученăй геохимиксем çакна тĕрлĕ тĕпчев туса çирĕплетнĕ. Раççей çĕр-шывĕ тăпрара тата шывра йод çитменнипе палăрса тăрать. Çакă вара тĕрлĕ чир-чĕр пуçламăшĕ те. Çынсен организмне апатпа 40-80 микрограмм йод кĕрет, вăл талăкра кирлинчен 2-3 хут сахалрах. Çавна май щит евĕрлĕ парăн гармонĕсем çитмеççĕ, çын хăвăрт ывăнать, çывăрас килет, ăс-тăн хавшать, унăн шăм-шакĕ ăшша е сивве вăйлăрах туйма пуçлать. Çакăн пек улшăнусем пулсан тухтăр патне каймалла, юнри щит евĕрлĕ парăн гармонĕсен виçине пĕлме анализ памалла.

Йод çитменнипе пуçланакан чирпе ытларах нумай ĕçлекен, сахал канакан, тĕрĕс мар е çителĕксĕр апатланакан çынсем чирлеççĕ. Пĕчĕк ачасен, шкула çỹрекенсен, çие юлнă тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен те хăрушлăх пур.

Профилактика ĕçне çине тăрсах туса пымалла. Йод организма çителĕклĕ кĕтĕр тесе йодланă тăварпа усă курмалла. Ăна кашни апат-çимĕç лавккинчех сутаççĕ. Аптекăсенче калия йодид е йодомарин таблеткăсем пур. Вĕсем 100 е 200 микрограмлă пулаççĕ. Ĕçмелли виçи паллă. 12 çула çитмен ачасен талăкра 50-100, 13рен пуçласа мăн çынсен 100-200, çире пур тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен 200 микрограмм ĕçмелле.

Хальхи вăхăтра йод çитменрен чирлени вырăнлă мар. Профилактика ĕçне мала хурсан, сывлăха тĕрĕслеттерсех тăрсан вăл никам çумне те çулăхмĕ.

Т. РУБЦОВА, Туçари участок больницин врачĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика