09 апреля 2014 г.
АКА уйăхĕн 1-мĕшĕнчен черетлĕ çар призывĕ пуçланни пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кăçал çар тумне тăхăнакансем валли улшăнусем те пулмалла-мĕн. Салтаксене душра çăвăнмалли супăнь, шăл пасти, щетка, хырăнмалли станокпа гель, дезодорант, ал шăлли парĕç. Кунсăр пуçне вĕсене çуллахи тата хĕллехи берцăсемпе, аялти ăшă тумпа та тивĕçтерĕç. Çар билечĕсĕр пуçне электронлă карттă та пулĕ. Ун çинче вара гражданин çар тивĕçне ăçта пурнăçлани, хăш чаçрен куçни, мĕнле хĕç-пăшалпа усă курма пĕлни тата ытти те кĕрет. Пĕтĕмпе 58 информаци: салтакăн кĕлетке калăпăшĕнчен пуçласа ашшĕ-амăшĕн ячĕ-шывĕ таранах... Урăхла каласан, салтака кайса пурнăç куракан çамрăксен служба хыççăн юлташĕсемпе тăван-пĕтенне каласа памалли пайтах пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)