09 апреля 2014 г.
ТУНТИ КУН Христос тĕнне ĕненсе унăн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн Пăлхавăшни праçникĕ пулчĕ. Ватăсем çак кунпа çыхăннă чылай сăнава пурнăç чăнлăхĕпе çыхăнтараççĕ. Сăмахран, каç шăнтсан тата хĕрĕх каç та шăнтать имĕш. Е тата çак кун çил пулсан, тепĕр çул выльăх апачĕ çитмест, теççĕ. Уяв кун пĕр-пĕрин килне кĕме те тăхтаса тăраççĕ иккен. Мĕншĕн тесен, киле мĕнле кăмăллă çын пырать, çав çемьен çулталăк тăрăшшĕпех мĕнле пурнăç пулассине татса парать, теççĕ. Сирĕн пата хăнана кам килнине манмарăр-и?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)